Тимофеевсем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ
Паян Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче хӑйне евӗр уяв иртрӗ. Кунта Совхоз урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра Анатри Панкли ялӗнчи Тимофевсен ҫемйине 3 пӳлӗмлӗ хваттерӗн ҫӑра уҫҫине пачӗҫ.
Ҫемье пуҫӗ Александр Алексеевич 4 ачана - 3 хӗрпе пӗр ывӑлне - пӗчченех ӳстерет. Аслӑ хӗрӗ Катя Етӗрнери техникумра кондитер-повара вӗренет. Света, Алеша тата Надя Йӳҫкасси шкулне ҫӳреҫҫӗ. Тимофеевсен хӑйсен ҫурчӗ кивӗ тата пӗчӗк пулнӑ. Ҫемьене çăра уççине Чӑваш Республикин ҫын прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева пачӗ. Тимофеевсем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ.
Комментари хушас