Комментари хушас

21 Кăрлач, 2019

Усса кайман миллионсем

2018 çулта тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме уйăрнă укçан чĕрĕкĕ усă курмасăр юлнă. Сăлтавĕсем обьективлă теме пулать, апла пулин те ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ планеркăра çак тема тавра самай çивĕч калаçу пулчĕ.

Строительство министрĕ Алексей Грищенко палăртнă тăрăх, тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтермешкĕн федераци тата республика бюджечĕсенчен 94х6% шайлашупа укçа уйăрассине çирĕплетнĕ. Çакна пăхмасăр Чăваш Ен хăйĕн хыснинче нумай хут ытларах тăкак пăхса хăварнă. Çапла вара 2018 çулта пĕтĕмпе 146 миллион тенкĕ уйăрма, 150 ачана пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме палăртнă. Анчах 111 миллиона яхăн тенкĕпе кăна усă курнă, 119 тăлăха хваттер панă. Алексей Алексеевич унччен ку енĕпе лару-тăру тата та йывăртарах пулнине аса илтерчĕ, юлашки виçĕ çулта вара лав вырăнтан тапраннă темелле, шăпах республика хăйĕн хыснинчен пысăк укçа уйăрма пултарнине кура 2016-2018 çулсенче 500 ачана телейлĕ тунă.

Пĕлтĕр укçа бюджетра çаплипех юлнине ăнлантарнă май Алексей Алексеевич тăваткал метрăн Мускав çирĕплетнĕ виçи çителĕксĕррине пайăррăн палăртрĕ. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕччен вăл 32 пин тенкĕ ытларах кăна пулнă, кайран 34 пине çитернĕ. Районсенче çак виçе çителĕклĕ-ха, хăш-пĕр муниципалитетра перекет те пулнă. Шупашкарта вара çак укçапа хваттерсем туянасси кансĕр — тупăш пулмассине кура строительство компанийĕсем конкурса хутшăнасшăн мар. Çакна тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков та çирĕплетрĕ. Çийĕнчен тепĕр чăрмав та пур: тăлăхсене нормăпа килĕшÿллĕн 33 тăваткал метрлă пĕчĕк хваттерсем кирлĕ, унашкаллисене вара строительство организацийĕсем тумаççĕ тесен те юрать. Çавăнпа ĕнтĕ министр ку енĕпе строительсемпе пулас çуртсене проектланă тапхăртах ĕçлеме пуçламалли пирки каларĕ.

Асăннă сăлтавсене пула Шупашкарта пĕлтĕр 32 миллион тенкĕпе усă курайман. Строительсем çак саккассене илме васкаманнине кура тăватă аукцион ирттерме тивнĕ. Чÿк уйăхĕнче тин Владимир Ермолаевăн строительство компанийĕпе килĕшÿ тума пултарнă. Вăл раштав вĕçленнĕ тĕле 29 хваттерпе тивĕçтерме шантарнă. Анчах сăмахне тытайман — подьездсенче лифтсем вырнаçтарса ĕлкĕреймен. Тăлăхсем çав хваттерсене нарăсра тин пурăнма кĕрейĕç. 

Кăçал тăлăхсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермешкĕн 105 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă — 102 ача валли. Çак шутра 50,4 миллион тенки — республика бюджетĕнчен. Ку виçе çÿлерех асăннă шайлашупа килĕшÿллĕн уйăрмаллинчен 14 хут пысăкрах. Çийĕнчен Алексей Грищенко Мускав хушма укçа уйăрма пултарасси пирки шанчăклăнах каларĕ: 50 миллион тенкĕ — тата 47 ачана тăваткал метрсемпе савăнтарма.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: