çул-йĕр

2 Утă, 2015

Этем çăмăлттайлăхне витĕм кÿрĕ-и?

Форумсенче кăçалхи июль уйăхĕ хĕрÿ пуçланнине сÿтсе яваççĕ. Сăмах шăрăх çанталăк пирки маррине чухларăр пулĕ. Çуллахи иккĕмĕш уйăх пачах тепĕр май - сивĕрех кунсемпе пуçланчĕ-ха. Форумсенче çĕршыври чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне - çул-йĕре пырса тивекен çĕнĕ саккунсене - сÿтсе явма тытăннă. Водительсемпе çуран çÿрекенсен тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ йĕркесем июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

27 Çу, 2015

Лартма вырăн хатĕрле

Республикăра çăмăл машинăллă граждансен йышĕ çуллен ÿсет. Хальхи вăхăтра автомототранспорт шучĕ пĕтĕмпе - 333740 единица. Хальхи пурнăçра вăл е ку ыйтăва хăвăрт татса пама, ĕçе васкавлă пурнăçлама килте транспорт пулни пĕлтерĕшлĕ. Анчах çакăнпа пĕрле тепĕр ыйту çивĕчленет: машинăна упрама ятарлă вырăн çукран ăна ăçта май килнĕ, çавăнта лартаççĕ. Уйрăмах çакна хуласемпе район центрĕсенче каçсерен сăнама пулать. Ача-пăча площадкине те, чечек газонне те, тротуара та пăхмаççĕ. Çăл, пушартан сыхланмалли шыв гидранчĕсен вырăнĕсене йышăнаççĕ.

27 Çу, 2015

Самолетпа хăвăртрах çитетĕр

Çанталăк ырлăхне кура отпуска каякан çулла уйрăмах йышлă. Нумайăшĕ ăна тăван ялта ирттерет. Хула çынни дачăра кун-кунлама кăмăллать. Çав вăхăтрах тинĕс хĕрринче канма, ют çĕршыва кайса курма, çул çÿреме юратакансем те сахал мар.

26 Çу, 2015

«Хĕрлĕ пăнчăсем» Чăваш Енре ан пулччăр

Раççейри çулсен пахалăхĕпе юсавлăхĕн ыйтăвĕпе çы-хăннă çивĕчлĕх паян çуралнăскер мар, ку темăпа ахальтен мар ĕнтĕ халăхра анекдотсем те пайтах çÿреççĕ. Малашне вара çак ĕç-пуçа сăнаса тăма РФ Шалти ĕçсен министерствин общество канашĕ те тÿрремĕнех хутшăнĕ. Çакăн çинчен тунтикун канашăн видеоçыхăну мелĕпе регионсене явăçтарса ирттернĕ ларăвĕнче ОК председателĕ Анатолий КУЧЕРЕНА пĕлтер-чĕ.

25 Çу, 2015

Ÿсĕр тата... правасăр

Çулталăк каялла çул çинче ПАИ сотрудникĕсемпе курнăçни Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан 50 çулти фермершăн ытла та ăнăçсăр вĕçленнĕ. Ун пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Тепĕр тесен айăпĕ никамра та мар, хăйĕнче кăна.

Pages