Республика, муниципалитет çулĕсене юсанă е çĕнĕрен хывнă чухне бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕ тата тухăçлă усă кураççĕ-и? Ку ыйтăва паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем вырăна тухса тĕрĕслерĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налуксен комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов та хутшăнчĕ.
Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курни, çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçланин кăтартăвĕсем — çак тата ытти ыйтăва паян ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра сÿтсе яврĕç. Канашлăва Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.