Депутатсем çул пахалăхне вырăна тухса тĕрĕслерĕç

24 Юпа, 2017

Республика, муниципалитет çулĕсене юсанă е çĕнĕрен хывнă чухне бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕ тата тухăçлă усă кураççĕ-и? Ку ыйтăва паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем вырăна тухса тĕрĕслерĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налуксен комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов та хутшăнчĕ.

Депутатсем «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» проектпа килĕшÿллĕн юсанă çулсемпе паллашрĕç. Комитет членĕсем çак проектăн Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфратытăмне комплекслă аталантармалли программине кĕртнĕ виçĕ объектра — Улăтăр çулĕн Айхи проспектĕнчен М-7 автоçул патне çити тăсăлакан лаптăк /4,100 çухрăм/, Шупашкар районĕнчи Явăш патĕнчен Çĕнĕ Лапсара çитекен сыпăк /6,985 çухрăм/, Мăн Кивпулăх — Ишлей станцийĕ — Мишер çул сыпăкĕ /8,025 çухрăм/ — пулчĕç, юсав ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçланине палăртрĕç.

«Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» проектпа Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфратытăмне аталантарма 2017 çулта 1250,0 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе 119 объекта хута ямалла. Хальхи вăхăтра 25 объектпа ĕçлеççĕ.

 

Теги: 

Комментари хушас