Тĕп вырăнта — пахалăх
«Хăрушсăр та пахалăхлă çул-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн республикăн тĕп хулинчи çул-йĕре юсамашкăн кăçал 737,4 миллион тенкĕ уйăрнă, çав укçапа 29 километр çула йĕркене кĕртмелле, урамсем хĕресленнĕ çĕрти 4 лапама анлăлатмалла тата общество транспорчĕн чарăнăвĕн 6 вырăнне çĕнетсе улăштармалла. Çапла майпа инкек-синкек кăларса тăратма пултаракан сăлтавсене сирме тата çул-йĕре нормативпа палăртнă шая çитерме май килĕ.