«Асфальт сарайманнипе пулăшу ыйтма пирĕн патах килеççĕ»
Халăхра çакăн пек каларăш пур — Раççейре икĕ инкек: çулсем тата ухмахсем. Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнчи «Воддорстрой» обществăн генеральнăй директорĕпе Анатолий Федоровпа çулсем пирки калаçатпăр.
Трасса мĕншĕн лакăм-тĕкĕмленет?
— Анатолий Николаевич, çулла хывнă çул мĕншĕн çуркунне ванать?
— Нефтьрен продукци туса кăларакансем битум пахалăхне ÿстермеççĕ. Ăна хушса тунă асфальт çирĕп хытмасть, хĕл каçиччен тĕпренет. Уншăн çул-йĕрçĕсем айăплă мар. Çынсем сăлтавне пĕлмесĕрех вĕсене ÿпкелеççĕ. Нефть компанийĕсен технологийĕ халĕ тĕрлĕ профильлĕ. Малтан нефтьрен услам çу, маргарин, пластмасса, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, ытти продукци туса кăлараççĕ. Нефтĕн юлашки фракцийĕ çеç — битум.
Çĕпĕрте çĕр айĕнчен уçлакан лайăх нефте чикĕ леш енне ăсатаççĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче кăларакан начар пахалăхлинчен бензин, дизтопливо, битум, ытти продукци япăх пулать. Малалла вулас...