Ÿсĕр тата... правасăр
25 May, 2015 | Çул-йĕр

Çулталăк каялла çул çинче ПАИ сотрудникĕсемпе курнăçни Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан 50 çулти фермершăн ытла та ăнăçсăр вĕçленнĕ. Ун пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Тепĕр тесен айăпĕ никамра та мар, хăйĕнче кăна.

Ăна пакунлисем руль умне ÿсĕрле ларнăшăн чарнă. Фермер вара протокол ан çыртăр тесе ПАИ инспекторне взятка, 10 пин тенкĕ, пама тăнă. Полицейски хирĕçленĕ, ку вара хăйĕннех перет: эсĕ илместĕн-тĕк ПАИ уйрăмĕн пуçлăхĕ валли ил! Пакунлă çын ку сĕнĕве те йышăнман - укçана та илмен. Ун вырăнне должноçри çынна взятка пама тăнăшăн хресчен хуçалăхĕн пуçлăхĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна тĕпчеççĕ-ха. Следстви вара тепĕр саманта та уçăмлатнă: арçын транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ÿсĕрле ларнă кăна мар, унăн водитель удостоверенийĕ те пулман иккен - документа правилăсене пăснăшăн маларах туртса илнĕ.

Д.ВОЛКОВ