- Чăвашла верси
- Русская версия
Этем çăмăлттайлăхне витĕм кÿрĕ-и?
Форумсенче кăçалхи июль уйăхĕ хĕрÿ пуçланнине сÿтсе яваççĕ. Сăмах шăрăх çанталăк пирки маррине чухларăр пулĕ. Çуллахи иккĕмĕш уйăх пачах тепĕр май - сивĕрех кунсемпе пуçланчĕ-ха. Форумсенче çĕршыври чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне - çул-йĕре пырса тивекен çĕнĕ саккунсене - сÿтсе явма тытăннă. Водительсемпе çуран çÿрекенсен тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ йĕркесем июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.
Раççейри çул-йĕр çинче кашни кун мĕн чухлĕ авари пулать-ши? Кунсерен мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать-ши? Пурăнма та ĕлкĕреймен ачасем аслисен айăпĕпе куçне яланлăхах хупни пирки калама та чун ыратать. Чăваш Енре пулнă пысăк аварисем, тен, вăхăт иртнĕçемĕн манăçĕç?.. Анчах тăванĕсен, çывăх çыннисен чĕринче ку яланлăхах ÿт илейми суран хăварĕ. Кăçалхи мартăн 24-мĕшĕнче, йĕпе юр çунă кун, Кÿкеç çывăхĕнче Çĕрпĕве каякан маршрутка çунса кайсан республикипех калаçрĕç. Ку хăрушă пулăм хыççăн чылайăшĕ çула тухма шикленни иккĕлентермест. Çынсене илсе çÿрекен маршрутка водителĕ çул-йĕр правилине пăсман. «Эсĕ темĕнле лайăх водитель пулсан та сан çине урăххи пырса кĕме пултарать», - теççĕ халăхра. Çав аварире тепĕр водитель айăпĕпе çынсем вилнĕ. Ун чухне çăмăл автомобиль водителĕ япăх çанталăка пăхмасăр транспорт хирĕç килекен çул çине тухни пирки калаçрĕç. Кам айăплă унта? Ку ыйтăва суд татса парать. Чылай чухне этем çăмăлттайлăхĕ айăплă мар-и? Малалла вулас...
Комментари хушас