Чăваш Ен Пуçлăхĕ

11 Ака, 2019

Чăваш Ен цифра çине куçма хатĕр-и?

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕсем» предприятин республикăри филиалĕн тата «Чăваш Ен» ПТРК ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

10 Ака, 2019

Капиталлă юсав ĕçĕ хакланĕ

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕ унчченхи чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. Темле пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем тееймĕн, çапах пурăнмалли çуртсен капиталлă юсавне пырса тивекеннисем пирки кăшт тĕплĕнрех каласа хăварни вырăнлă.

1 Пуш, 2019

Ҫӗнӗ Шупашкарсем хӗрарӑмсене мухтарӗҫ

Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли центрӗнче "Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ" общество организацийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн 10-мӗш фестивалӗ иртрӗ.

10 ҫул каялла химиксен хулинче хӗрарӑмсен 7 клубӗ кӑна пулнӑ тӑк, паян вӗсен йышӗ 33 ҫитнӗ! Мероприятие ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ, этемлӗхӗн черчен ҫуррине ҫурхи пӗрремӗш кунпа саламларӗ.

1 Пуш, 2019

Республика Пуçлăхĕ çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ

Ялта хытă сийлĕ çул çукки, газификаци, çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, больница уйрăмĕнче капиталлă юсав ирттересси — шăпах çак ыйтусене хускатрĕç паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне йышăнăва килнĕ çы

Pages