Республика Пуçлăхĕ çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ

1 Пуш, 2019

Ялта хытă сийлĕ çул çукки, газификаци, çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, больница уйрăмĕнче капиталлă юсав ирттересси — шăпах çак ыйтусене хускатрĕç паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне йышăнăва килнĕ çынсем.

Акă Куславкка районĕнчи Варасăр ялĕнче пурăнакансем хытă сийлĕ çук çуккишĕн кулянаççĕ. Çумăрлă çанталăкра пушар тата «Васкавлă пулăшу» машинисене кĕрсе тухма кансĕр теççĕ. Çакăн пирки республика Пуçлăхне ятарласа йышăнăва килнĕ Людмила Рожнова пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев унран асăннă тăрăхра çамрăксем пур-и тесе ыйтрĕ, çул тусан ялтах юлакансен йышĕ ÿсĕ-ши тесе кăсăкланчĕ. Проектпа килĕшÿллĕн хытă сийлĕ çула кăçал тума пуçламаллине, ăна тепĕр çул кĕркунне хута ямаллине каларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ чылай ялта çынсем «пуçаруллă бюджетировани» программине хутшăнса хытă сийлĕ çул тунине палăртрĕ.

Çĕмĕрле хулинчи Надежда Морозова нумай хваттерлĕ çурта ăшăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе хушăран кăлтăксем пуррине пĕлтерчĕ. Хулара блокпа модуль котельнăйĕсем хăçан тăвассипе кăсăкланчĕ. Улатăртан килнĕ Валерий Кузин ялти çĕнĕ çуртсене газ кĕртессин ыйтăвне хускатрĕ. Лиана Суркова Шупашкар район больницин педиатри уйрăмĕнче капиталлă юсав хăçан ирттерессине уçăмлатасшăн пулчĕ. Михаил Игнатьев йышăнăва килнĕ 5 çынна та тĕплĕ хуравсем пачĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас