Çынсем шăнаççĕ, аптекăсем пуяççĕ
Çанталăк тăруках сивĕтрĕ те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура çурт-йĕре хутса ăшăтас ыйту мала тухни ăнсăртран мар. Шупашкарсăр пуçне республикăра пĕр муниципалитет та кану кунĕсенче çуртсене ăшă паманни республика ертÿçине Михаил Игнатьева килĕшмерĕ: «Талăкри вăтам температура 9 градусран чакнă.