Акатуй

10 Çĕртме, 2018

Манас марччĕ иртнине, несĕлсен пуянлăхне!

Чăвашсемшĕн Акатуй сумлăх, чыслăх çулсерен! Икĕ пин те пуль çак туй пирĕн пурнăç йĕркинче!

Çапла каласа хавхаланатпăр, мăнаçланатпăр эпир хамăрăн авалхи уявпа — Акатуйпа. Ака ĕçĕсем хыçа юлчĕç, çĕр канать, вăй илсе çĕнĕ тухăç парнелеме хатĕрленет. Çак самантра ял çынни канать, савăнать, çĕрпе сухапуç туйне кĕрлеттерет. Паян-ыран Чăваш Енри районсенче Акатуйсем питĕ йышлă иртеççĕ.

4 Çĕртме, 2018

Йăхташăмăрсем Екатеринбургра пуçтарăннă

Екатеринбургри чăвашсен наци культура автономийĕн учредителĕ, пултарулăх ертÿçи Наталья Мокеева Акатуя пысăк йышпа — çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă хăнасемпе — паллă тунине пĕлтерет. Йĕркелÿçĕсем йăхташăмăрсене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илнĕ. Уява пынисем Самар тăрăхĕнчен килнĕ Михаил Анисимовпа пĕрле çĕр ĕçченĕн «Алран кайми аки-сухи» гимнне юрланă. Артемий Тельцов /Челябинск/ шăпăр каланă вăхăтра автомони правленийĕн ертÿçи Оксана Храмцова Акатуй ялавне çĕкленĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе Пÿлĕхçе парне панă.

21 Çĕртме, 2017

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне 20-е яхăн регионтан килмелле

Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртекен Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне 17 регионтан тата Беларуçран пултарулăх ушкăнĕсем килмелле. Кăçал ăна пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ.

25 Çу, 2017

Байкал тăрăхĕнчи Акатуя «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ те хутшăнать

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск хулинче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртӗ. Унти уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсем хутшӑнӗҫ.

Çавна май паян Байкал тӑрӑхне пирӗн республикӑран та пысӑк делегаци тухса кайрӗ. Сăмах май, йышра «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ирина Кошкина та пур.

13 Утă, 2016

Аякри тăвансем патĕнче

Куславкка районĕн Хурамалти «Эткер» халăх фольклор ушкăнне Раççейĕпех пĕлекен пулчĕç. Нумаях пулмасть Ростов облаçĕнчи Вешенски станицинче Михаил Шолохов пурăннă вырăнта, унăн юбилейĕнче, хăйĕн пултарулăхĕпе вырăнти казаксене савăнтарчĕ.

Pages