Акатуй

17 Çĕртме, 2014

Чĕмпĕрсем Акатуйра савăнчĕç

Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш халăх уявĕ Акатуй иртрĕ. Уява Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Сарă ту, Самар облаçĕсенчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.

"Акатуй çĕр ытла халăх ывăлĕ-хĕрĕ пурăнакан Чĕмпĕр облаçĕнче 25-мĕш хут иртет, - терĕ регион пуçлăхĕ Сергей Морозов халăха паллă çак пулăмпа саламланă май. - Çулран çул уява хутшăнакансен йышĕ ÿсет, тĕрлĕ наци çыннине илĕртет вăл. Акатуй чăннипех те тĕрлĕ халăх уявĕ. Эпир çакăнпа мăнаçланатпăр!"

4 Çĕртме, 2014

Уяв сакки сарлака

Канаш районĕнчи Валерий Михайлович Никонов фермерпа нумаях пулмасть паллашнăччĕ. Кăçалхи конкурс кăтартăвĕсем тăрăх - унăн хуçалăхĕ çемье фермисене аталантарма паракан патшалăх грантне тивĕçнĕ.

Pages