Акатуй

30 Çĕртме, 2016

Ăстасене те, юрăçсене те пĕрлештерчĕ Акатуй

Акатуй — чăвашсен сумлă уявĕсенчен пĕри. Ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа иртекенскере анлăн паллă тунă. Авалтан пыракан йăла паянччен те сыхланса юлни, вăл çулсерен вăй илсе пыни савăнтарать. Акă кăçал та Республика кунĕнче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ кĕрлерĕ.

25 Çĕртме, 2016

Элĕксем ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ

Республика кунне ирттермешкĕн кăçал Элĕксем тивĕç пулчĕç. Паллах, хăйсен ырă ĕçĕсемпе тата çитĕнĕвĕсемпе çĕнсе илчĕç çак чыса. Хăнасене йышăнмашкăн тĕплĕн хатĕрленчĕç: салана хăтлăх, тирпей-илем кĕртрĕç.

25 Çĕртме, 2016

Акатуйра вăйă картине тăчĕç

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне иртнĕ çулсенче «Шупашкар: 500 çул» паркра йĕркелекенччĕ. Правительство хăйĕн хÿттине илнĕренпе Хĕрлĕ тÿремре иртет вăл.

Кăнтăрла çитиччен пултарулăх ушкăнĕсем вăйă картине тăчĕç. Чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕ Атăл çийĕн вĕçсе таврана сарăлчĕ.

Pages