Ăстасене те, юрăçсене те пĕрлештерчĕ Акатуй

30 Çĕртме, 2016

Акатуй — чăвашсен сумлă уявĕсенчен пĕри. Ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа иртекенскере анлăн паллă тунă. Авалтан пыракан йăла паянччен те сыхланса юлни, вăл çулсерен вăй илсе пыни савăнтарать. Акă кăçал та Республика кунĕнче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ кĕрлерĕ. Ăна паллă тума хăнасем çĕршывăн чылай регионĕнчен килсе çитрĕç. Мускав, Пермь, Оренбург, Пенза, Саратов, Пушкăртстанпа Тутарстан, Самар тата Эстони чăвашĕсем инçе çула кĕскетсе тĕп хуламăра пуçтарăнчĕç.

Республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем те йышлăнччĕ. Тăван халăхăн илемлĕ юрри-кĕвви кунĕпех янăрарĕ çак хаваслă кун. Хĕрлĕ лапамри, Анне палăкĕ умĕнчи сценăсем çинче чăваш тумĕллĕ ентешсен пултарулăхĕпе киленме май пулчĕ. Кăмăллă, савăнăçлă йăл-кулăпа çуталчĕç аякран килнĕ тăвансен сăн-пичĕсем.

— Питĕ тарават кĕтсе илчĕç пире кунта. Юрра-ташша та хаваспах йышăнчĕç, хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. Малашне Шупашкара тата та килме ĕмĕтленетпĕр, — пĕлтерчĕç Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Чăтăрлă ялĕнчи «Çăлкуç» ача-пăча чăваш халăх фольклор ансамблĕнче пултарулăха туптакан çамрăксем — 15 çулти Дмитрий Мясников, 16-ри Алена Тимофеева, 13-ри Оля Зайцева, 13-ри Таня Макарова тата 17-ри Юля Зайцева. Тăван халăх юрри-ташшипе мĕн пĕчĕкренех кăсăкланаканскерсем сцена çинче чăн-чăн артист пекех тытрĕç хăйсене.

Республикăри кашни районăн харпăр «кил картийĕ» чылайăшне илĕртрĕ. Темĕн те курма май килчĕ унта: ял ăстисен алă ĕçĕсем, йывăçран ăсталанă савăт-сапа, тĕрлĕ курăкран çыхса-явса тунă хушпусем... Акатуя уявлама пухăннисем кашни «çурта» кĕрсе тухрĕç, «кил хуçисем» вĕсене хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе кăмăлтан сăйларĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.