Акатуй
Акса-лартса пĕтерсен Акатуйра савăнар!
Акса-лартса пĕтерсен Акатуйра савăнар!
Чăвашсен уявĕ çеç мар
Емельяново районĕнчи Шуваево ялĕ ир-ирех савăнăçлă шăв-шавпа тулчĕ. Культура çурчĕ умĕнчи тÿремре чăваш юррисем янăраççĕ, халăх пултарулăхĕн ăстисем хăйсен ĕçĕсен куравне йĕркелеме хыпаланаççĕ, сутуçăсем таварне мухтаççĕ, апат-çимĕç ăстисем тутлă çимĕçпе сăйланма йыхравлаççĕ... Кун çапла хаваслă пуçланни ахальтен мар.