Акса-лартса пĕтерсен Акатуйра савăнар!

9 Çĕртме, 2015

Июнĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнар районĕнче Акатуй уявне хутшăннă.

Районта пурăнакансене ака ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа саламласа Михаил Игнатьев Вăрнар районĕ хăйĕн пуян та кăсăклă историйĕпе, йăли-йĕркипе, талантлă çыннисемпе палăрнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕр ĕçченĕсене, ялхуçалăх организацийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансене тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тав тунă. "Сирĕнтен кашниех тăван кĕтесе аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывать. Тавах сире тăван çĕре юратнăшăн, ăна чунтан парăннăшăн", - тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ Вăрнар районĕн вăй-хăвачĕ пысăк пулнине палăртнă. Паянхи кун тĕлне муниципалитет ăнăçлă аталанать, пурăнма илĕртÿллĕрех те хăтлăрах пулса пырать. Федераци, республика, муниципалитет программисем çак тĕллевпе ĕçлеççĕ, вĕсене пурнăçланă май çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, социаллă пурнăçпа культура обћекчĕсем çĕнелеççĕ, пурăнмалли çуртсем, ача сачĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, çулсем тăваççĕ, картишсене тирпей-илем кĕртеççĕ. Кунта аш-какай тата сĕт тирпейлекен предприятисем ăнăçлă аталанаççĕ. Про­мышленноç предприятийĕсен продук­цине Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те туянаççĕ.

"Республика çыннисен пурнăçне лайăхлатас енĕпе мĕнпур тĕллеве тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçласа пырăпăр", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Вăрнарсене уявпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников саламланă. Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уй-хирти çурхи ĕçсене еплерех ирттернипе паллаштарнă.

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче районти чи лайăх ĕçченсене патшалăх наградисем панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе ялхуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Мураты" ялхуçалăх производство кооперативĕн трактористне Анатолий Романова тата "Санар" агрофирма" ООО трактористне Алексей Шашкова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.

Муниципалитетăн ял тăрăхĕсен тер­­­­­­ри­то­рийĕсенчи чи лайăх культура учрежденийĕсене тата "Муниципалитетăн культура учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире вĕсен ĕçченĕсене суйласа илмелли конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Ярмушка ялĕнчи культура çурчĕн заведующине Надежда Лаврентьевăна 50 пин тенкĕлĕх сертификат панă.

"Тин ĕçлеме пуçлакан фер­мер­сене 2015-2017 çул­сенчи тапхăрта пулăшасси" тĕллевлĕ программăпа килĕ­шÿллĕн район ĕçченĕсене ялта пурăнмалли çурт-йĕр тума /туянма/ социаллă тÿ­лев уйăрасси çинчен свидетель­ствăсем, хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелеме тата аталантарма грант илмелли сертификатсем панă.

Яллă вырăнта пурăнмалли çурт-йĕр тума социаллă тÿлев валли свидетельство илнĕ Оксана Давыдова çапла палăр­тать: "Паян маншăн тата пирĕн çемьешĕн чăн-чăн уяв. Республика Пуçлăхне эпир ял ĕçченĕсене пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр".

Михаил Игнатьев çавăн пекех районта пурăнакансене "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" удостоверенисене панă.

Аса илтеретпĕр: 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята парас енĕпе йышăннă 90-мĕш Указне улшăну кĕртесси çинчен" 155-мĕш Указĕнчи улшăнусем вăя кĕнĕ. Указри улшăнусемпе килĕшÿллĕн "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ĕç стажĕн виçине 2,5 çул чакарнă: арçынсем валли кирлĕ стаж 42 çул та 6 уйăхпа, хĕрарăмсем тĕлĕшпе 37 çул та 6 уйăхпа танлашать.

"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята ĕç стажне чакарнă май илнĕ Маргарита Афанасьева çапла калать: "Хисеплĕ çак ята илме май пурришĕн эпир пурте питĕ хавас. Пирĕн ĕçе пысăк хак панăшăн тавах".

Михаил Игнатьев Вăрнар районĕн ял тăрăхĕсен "хăна картишĕсемпе" паллашнă. Вĕсенче чăваш халăхĕн пурнăçне, нацисен культурисене тата наци кухнине кăтартса панă. "Çак илеме упрамалла, ÿстерсе пымалла, ăруран ăрăва парса пымалла", - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Уявра ял тăрăхĕсен пултарулăх кол­лективĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă, спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.