Комментари хушас

16 Çĕртме, 2015

Акара тар тăкрĕç, уявра савăнчĕç

Етĕрнесем Акатуя кăçал 60-мĕш хут пухăнчĕç. Иртнĕ çулсенчи пекех вăл тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта, Пионерсен уçланкинче, иртрĕ.

Хăнасем сцена патне çывхарнă чухне пултарулăх коллективĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи пурнăçа сăнарлама тăрăшрĕç. Çав самантра Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалланă салют кĕрлевĕ таврана сарăлчĕ. Уява Раççейĕн Литература, Чăваш Енĕн К.В.Иванов çулталăкĕсене халалларĕç. Ăна районти пултарулăх коллективĕсен пĕрлехи хорĕ «Çĕнтерÿ» юрăпа уçрĕ.

Куракансене район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Александр Красновпа Владимир Кузьмин саламларĕç. Экономикăна аталантарас, çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе кăçалхи 5 уйăхра пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕç.

- Çĕр ĕçченĕсем акана вăхăтра ирттерчĕç, - терĕ В.Кузьмин. - Тĕллеве пурнăçлама вĕсене хăватлă техника пулăшрĕ. Калча парка шăтрĕ. «Родина», «Выльский», «Заветы Ильича», «Ленинская искра», «Союз» предприятисен, Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕн, Р.Г.Гармонистовпа В.Г.Михайлов хресчен-фермер хуçалăхĕсен вăл пушшех савăнтарать. Çумăр çусан япăх мар тырпул пухса кĕртĕç.

Ĕçне кура – хисепĕ. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисене Хисеп хучĕпе тата укçан преми парса хавхалантарчĕç. Хресченсене ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Патшалăх Канашĕн Председателĕн тата ялхуçалăх министрĕн заместителĕсем Николай Маловпа Николай Якимов тата ыттисем ăшă сăмахсем каларĕç. Ĕçре уйрăмах палăрнисем тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕпе премие тивĕçрĕç. Республикăри ача-пăчан паллă тухтăрне, районти инвалидсен пĕрлĕхĕн ертÿçине Вениамин Вишневские районăн Хисеплĕ гражданинĕн ятне пачĕç.

Ял администрацийĕсем уява пынисене кĕтсе илме хăна картишĕсем тунă. Кашни тĕрлĕрен. Ирçе ял тăрăхĕнчен килнисем чăваш тумĕпеччĕ. Инçетрен килнисене картише кĕрсе курма йыхравларĕç. Сĕнтĕрсемпе Мăн Шемертенсем те тараватлă, вашават. Çапах та жюри Пĕрçырлан, Пушкăрт, Чирĕккасси ял тăрăхĕсен картишĕсене чи лайăх хак пачĕ.

Алĕç ăстисем куракансене çĕнĕ япаласемпе тыткăна илчĕç. Мăн Явăш шкулĕн вĕрентекенĕ Николай Петров темиçе самантрах усăсăр выртакан патака каскаласа килти хуçалăхра усă курма юрăхлă тăвать. Ялйыш унран пичке-катка, йывăç савăт-сапа туянать. Унăн мăшăрĕ Валентина курава ÿкерчĕксем тăратнă. Темиçе çул каялла Петровсем пластилинран тунă ÿкерчĕксемпе Мускав çыннисене тĕлĕнтернĕччĕ. Хальхинче çăмран хатĕрленисемпе шухăша ячĕç. Уява хутшăннисем Елена Бочкарева, Вера Додина, Таисия Лашевская ĕçĕсене курса чунпа пуянланчĕç.

Уçланкăн пĕр кĕтесĕнче бокс ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Етĕрне, Çĕмĕрле, Элĕк, Çĕрпÿ, Вăрнар районĕсен тата Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕсем вăй виçрĕç. Вĕсене пирĕн ентеш, республикăри бокс федерацийĕн президенчĕ Валерий Лаптев саламларĕ.

Акатуй ял тăрăхĕсенчен пуçта­рăннă çынсене юрă-кĕвĕ, хаваслă кулă, савăк кăмăл парнелерĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.