Чăвашсен уявĕ çеç мар

19 Утă, 2014

Емельяново районĕнчи Шуваево ялĕ ир-ирех савăнăçлă шăв-шавпа тулчĕ. Культура çурчĕ умĕнчи тÿремре чăваш юррисем янăраççĕ, халăх пултарулăхĕн ăстисем хăйсен ĕçĕсен куравне йĕркелеме хыпаланаççĕ, сутуçăсем таварне мухтаççĕ, апат-çимĕç ăстисем тутлă çимĕçпе сăйланма йыхравлаççĕ... Кун çапла хаваслă пуçланни ахальтен мар. Красноярск чăвашĕсем утă уйăхĕн иккĕмĕш шăмат кунĕнче çирĕпленнĕ йĕркепе Акатуй ирттереççĕ.

Кăнтăрла енне уяв хавасĕ тата та вăйланчĕ. Наци тумĕсене тăхăннă чăвашсем, вырăссем, нимĕçсем, белоруссем, латышсем, хакассем т.ыт. ташă картине тăчĕç, тĕрлĕ халăх юррисене шăрантарчĕç. Акатуй тахçанах Красноярск çĕрĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннин пĕрлехи уявĕ пулса тăнă ĕнтĕ. Аслă ÿсĕмри чăвашсем çеç, ахăртнех, унăн малтанхи пĕлтерĕшне ас тăваççĕ. "Çак кун мăн асаттесем акана вăхăтра тата ăнăçлă вĕçленĕшĕн турра тав тунă, тулăх тыр-пул пухса илме пехил ыйтнă", - палăртрĕ Акатуйăн чăн пĕлтерĕшĕ пирки каласа кăтартнă май Красноярскри чăвашсен культура автономийĕн президенчĕ Г.Храмов.

Мĕнле уяв апат-çимĕç йывăрăшне чăтаймасăр авăнакан сĕтелсĕр ирттĕр? Акатуйра ĕçме-çиме питĕ тулăх пулчĕ. Хуплу, чăваш халăхĕн ытти çимĕçне тутанса пăхрĕç уява пухăннисем.

Акатуя Красноярск крайĕнчи 27 районта, 12 хулара пурăнакан чăвашсем хутшăнчĕç. Чăваш Енрен, Хакасран, Кемĕр, Томск, Иркутск облаçĕсенчен хăнасем килнĕ. Вун çичĕ лапамра тĕрлĕ эреш, ал ĕçĕсен куравĕсене йĕркеленĕ.

Мĕн пур коллектив пĕрле А.Никитинăн "Эй, тăвансем, тăвансем!" юррине юрласа уява вĕçлерĕ.

О.ПЕТРОВ.

Красноярск крайĕ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.