Хĕрÿ тапхăр хыççăн кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ

Çурхи ĕçсене вăхăтра тата ăнăçлă вĕçленĕ Шупашкар районĕнчи çĕр ĕçченĕсем Акатуйра савăнчĕç.

Аваллăхпа хальхи самана çыхăнăвне палăртакан уявра хăна-вĕрле те йышлă пулчĕ. Шупашкар районĕн пултаруллă çыннисене ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени председателĕ Леонид Черкесов, ЧР ача прависен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуçлăхĕ Андрей Николаев тата ыттисем саламларĕç.

Ял тăрăхĕсем туса хатĕрленĕ картишсем хăнасене тарават йышăнчĕç, тутлă апат-çимĕçпе, пылпа, ытти ĕçме-çимепе сăйларĕç. Кăçал Раççейре Кино çулталăкне паллă тунине палăртса ял артисчĕсем паллă кинофильмсенчи е юмахсенчи сыпăксене кăтартрĕç. Ăстасем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Ача-пăча каруççельпе ярăнчĕ, тĕрлĕ вăйă вылярĕ.

Акатуя районти пултарулăх ушкăнĕсем «Пĕрлĕхре пирĕн вăй» композиципе уçрĕç. Паллах, çурхи ĕççи вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшнă çынсене чыслани уявăн тĕп пайĕ пулчĕ. Ĕçре малта пыракансене сумлă хавхалантарни ыттисен кăмăлне те çĕклерĕ. Ял тăрăхĕсен артисчĕсем Акатуя юрă-ташăпа пуянлатрĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.