Акатуйра вăйă картине тăчĕç
Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне иртнĕ çулсенче «Шупашкар: 500 çул» паркра йĕркелекенччĕ. Правительство хăйĕн хÿттине илнĕренпе Хĕрлĕ тÿремре иртет вăл.
Кăнтăрла çитиччен пултарулăх ушкăнĕсем вăйă картине тăчĕç. Чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕ Атăл çийĕн вĕçсе таврана сарăлчĕ.
Авалхи йăлана пăхăнса мăчаварсем пил пачĕç, чÿк турĕç, ваттисене асăнса Юпа çумне хăю çыхрĕç.
Çак уяв çулсерен вăй илсе пыни куçкĕрет. Тĕнчен, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ йăхташăмăрсем чăвашла кăна калаçаççĕ. «Вăйă картине тăрсан ачалăха таврăннăнах туйăнчĕ. Кунта хуран куклипе хăналарĕç. Çак апата хăçан çинине те маннăччĕ. Эстони чăвашĕсем пысăк салам каласа ячĕç», — «Нарспи» ушкăнĕнчи Лидия Григорьевăн кăмăлĕ çĕкленÿллĕ.
«Мĕншĕн пирĕн тăвансем пит лайăх-ши?
Килес килет, каяс килмест.
Мĕн тăвам-ши?..» — янратаççĕ инçетрен килнисем.
«Эпĕ Самар облаçĕнче çуралнă, халĕ Чулхулара пурăнатăп. Пĕчĕк чухне хăлха патне радио тытса юрланине итлеттĕм. Халĕ хам та пултарулăх ушкăнĕн йышĕнче пулнишĕн савăнатăп», — тет Лидия Уткина.
Пенза чăвашĕсем Республика кунне тăваттăмĕш хут килнĕ. «Çакăнта вĕçсе çитнĕнех туйăнчĕ. Киле таврăнсанах татах уява килмелли вăхăт çитессе кĕтме пуçлăпăр», — чуна уçса калаçаççĕ хĕрарăмсем.
«Мĕнле илсе килме пĕлчĕç-ши пире çакăнта? Уяв илемĕ пурăнма вăй-хăват парать», — теççĕ Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăкри 81-ри Клавдия Варламовăпа 77-ри Лидия Лукьянова. Çамрăк чухне колхозра йăлтах алăпа ĕçленине, 5-шер ача çитĕнтернине аса илчĕç вĕсем. Алăстисем çаплипех тĕртеççĕ, тĕрлеççĕ, çыхаççĕ.
«Çакнашкал уяв йĕркелеме вăй çитерни мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Чăвашсем — пурте тăвансем. Пирĕн пĕр шухăшлă пулмалла, пĕрле пурăнмалла», — теççĕ Çĕрпÿ районĕнчи «Сăрнай» ушкăнĕнче юрласа ташлакансем.
Чăваш кил-çурчĕ
Хĕрлĕ тÿремре кашни района вырăн уйăрса панине те хăнăхрăмăр. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнисен кил картине кĕрсе тухакан йышлă.
Канашри таврапĕлÿ музейĕн ĕçченĕ Геннадий Захаров ачасене тăмран кăкшăм ăсталама вĕрентет.
«Эпир паян 5 сехетрех çула тухнă», — сывлăш çавăрса илме ларнă Шăмăршăсем манпа калаçу пуçарчĕç. Лидия Малеевăн тĕрĕллĕ-эрешлĕ нускисене илсе килнĕ вĕсем.
Муркаш районĕнчи Тамара Петровăн шăрçи, салфетки патĕнчен те чарăнмасăр иртме çук. Пирĕн тăрăхра чăн ăстасем пурăнаççĕ.
Çĕмĕрлесем Кино çулталăкĕнче «Иван Васильевич меняет профессию» илемлĕ фильм сăнарĕсене çаврăннă. Вĕсемпе черет тăрсах сăн ÿкерĕнеççĕ.
Вăрнарти ÿнер шкулĕнче ĕçлекен Елена Есенцева уй-хир чечекĕнчен пуç кăшăлĕ çыхать. Хамăр тăрăхра ÿсекен курăксенчен тĕрлĕ панно хатĕрленĕ вăл. Шăрши, чăнах, чуна уçса ярать. Унăн ал ĕçĕсем чирлĕ çынна вăй илме, усал вăйран хÿтĕленме пулăшаççĕ.
Уява килекенсем темĕн тĕрлĕ апат пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ. Хăна пăхма пĕлет чăваш халăхĕ!
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.