Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне 20-е яхăн регионтан килмелле

Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртекен Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне 17 регионтан тата Беларуçран пултарулăх ушкăнĕсем килмелле. Кăçал ăна пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ.

Ака-суха ĕçне вĕçленĕ хыççăн палăртакан мероприятие чылай районта шавлăн тата сумлăн ирттерчĕç. Вăл  пĕтĕм халăх уявĕ тесен те юрать. Унтан та ытларах - Акатуй ирттерессине Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлусенчен пĕринче сÿтсе явнă май Михаил Игнатьев çынсене унта чăваш тумĕ тăхăнса пыма сĕннĕччĕ. Чăн та, чылай районти уява фольклор ушкăнĕсем çеç мар, вырăнти тата республикăри тÿре-шара та кăçал чăваш эрешлӗ тумтир тăхăнса пычĕ.

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Севастопольти "Туслăх", Мускаври "Атăл", Питĕрти "Нарспи", Тутарстанри "Уяв", Чĕмпĕр облаçĕнчи "Родник", "Укăлча", "Хавас", Тюмень облаçĕнчи "Тăван", Кемĕр облаçĕнчи "Хĕлхем", Самар облаçĕнчи "Çăлкуç", "Улах", Чулхула облаçĕнчи "Чулхула чăвашĕсем",  Саратов облаçĕнчи  "Палан", Пенза облаçĕнчи "Шăпчăксем", "Асамат", Мурманск облаçĕнчи "Акатуй", Коми Республикинчи "Нарспи", Пушкăртстанри "Элем", "Родники Агидели", Пермь крайĕнчи "Хĕвел", Удмурт Республикинчи "Уяв", Оренбург облаçĕнчи "Пилеш",  çавăн пекех Беларуçри "Хамăрьял" ушкăнсем çитмелле.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас