Йăхташăмăрсем Екатеринбургра пуçтарăннă

4 Çĕртме, 2018

Екатеринбургри чăвашсен наци культура автономийĕн учредителĕ, пултарулăх ертÿçи Наталья Мокеева Акатуя пысăк йышпа — çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă хăнасемпе — паллă тунине пĕлтерет. Йĕркелÿçĕсем йăхташăмăрсене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илнĕ. Уява пынисем Самар тăрăхĕнчен килнĕ Михаил Анисимовпа пĕрле çĕр ĕçченĕн «Алран кайми аки-сухи» гимнне юрланă. Артемий Тельцов /Челябинск/ шăпăр каланă вăхăтра автомони правленийĕн ертÿçи Оксана Храмцова Акатуй ялавне çĕкленĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе Пÿлĕхçе парне панă. Пурте пĕрле юрă картине тăнă.

Чăваш Ен, Тюмень, Челябинск, Самар чăвашĕсем сцене çине хăпарсан тăван халăх юрри-кĕвви мĕнешкел хăватлă янăранă. Тĕслĕхрен, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Илем», Çĕрпÿ районĕнчи «Ямаш» фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă.
Общество организацийĕн ертÿçи, учредителĕ Димитрий Николаев уявпа саламланă май хăйĕн юл-ташĕсемпе — РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Александр Петровпа тата Свердловск облаçĕн федерацин тĕп инспекторĕнче нумай çул ĕçленĕ Виктор Байдуковпа — паллаштарнă. Вăл çине тăнипе тинтерех уçăлнă чăвашсен çĕнĕ офисĕнче çын татăлманнине каласа хăвармалла.
Акатуйра Богдановичран килнĕ Нина Маловăн картинисен куравĕпе паллашма май пулнă. Хăнасене чăваш апат-çимĕçĕпе сăйланă.
Урал тăрăхĕнче пурăнакан грузинсем, кăркăссем, узбексем... те юлман ку уявран. Вĕсем чăвашсене сума суса килни туслăх çулран-çул çирĕпленсе пынине кăтартать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.