Йăхташăмăрсем Екатеринбургра пуçтарăннă
Екатеринбургри чăвашсен наци культура автономийĕн учредителĕ, пултарулăх ертÿçи Наталья Мокеева Акатуя пысăк йышпа — çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă хăнасемпе — паллă тунине пĕлтерет. Йĕркелÿçĕсем йăхташăмăрсене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илнĕ. Уява пынисем Самар тăрăхĕнчен килнĕ Михаил Анисимовпа пĕрле çĕр ĕçченĕн «Алран кайми аки-сухи» гимнне юрланă. Артемий Тельцов /Челябинск/ шăпăр каланă вăхăтра автомони правленийĕн ертÿçи Оксана Храмцова Акатуй ялавне çĕкленĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе Пÿлĕхçе парне панă.