Комментари хушас

25 Çу, 2017

Байкал тăрăхĕнчи Акатуя «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ те хутшăнать

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск хулинче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртӗ. Унти уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсем хутшӑнӗҫ.

Çавна май паян Байкал тӑрӑхне пирӗн республикӑран та пысӑк делегаци тухса кайрӗ. Сăмах май, йышра «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ирина Кошкина та пур.

Ҫула тухиччен делегаци тĕп хулари Константин Иванов палӑкӗ умне пуҫтарӑнчӗ, паллă поэта хисеп туса чĕрĕ чечексем хучӗ. Иркутск тӑрӑхне каякансене ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, унӑн ҫумӗ Валерий Клементьев телейлӗ ҫул сунчӗҫ. Делегаци малтан – Пушкӑрт Республикинчи Слакпуҫ ялне, унтан Тюмене, Красноярска ҫитӗ, унти мероприятисене хутшӑнӗ.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: