Сывлăх

30 Пуш, 2021

Профилактика мероприятийӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк

Паян Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртрӗ. Видео ҫыхӑнӳ мелӗпе йӗркеленӗскере ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пычӗ, унта районсемпе хуласен администрацийӗсен ертӳҫисем те хутшӑнчӗҫ.

23 Пуш, 2021

Республикăра поликлиникăсене çĕнетсех пырĕç

«Пĕр çын сурсан типсе пырать, халăх сурсан кӳлĕ пулать», - çак каларăша аса илтерчĕ паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин анлă ларăвĕнче. Темĕнле йывăр лару-тăрура та сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем çухалса кайманнине, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăннине палăртрĕ вăл.

18 Пуш, 2021

Ывăннине ÿкерсе ирттереççĕ

«Радуга» культурăпа курав центрĕ Президент гранчĕсен фончĕ, ЧР Сывлăх сыхлав министерстви тĕревленипе 2020 çулхи раштав уйăхĕнче «COVID фронтĕнче кĕрешекенсен арт-аптечки» социаллă проект хута янă. Республикăри больницăсенче коронавируспа чирлекенсене вырнаçтарнă «хĕрлĕ зонăра» тăрăшакан тухтăрсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. Чăн та, канмасăр темиçе сехет ĕçлекенсен кăмăл-туйăмне лăплантарма тĕрлĕ çĕре тухса çӳреме май килменнине шута илнĕ.

17 Пуш, 2021

«Пирĕн ку кĕрешÿре çĕнтермеллех»

«Эпĕ анестезиолог-реаниматологра 21 çул ĕçлетĕп. Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасра çуралса ӳснĕ. Малтан Шăмăршă больницинче вăй хунă. Шупашкара куçса килни виççĕмĕш çул кăна-ха. Ĕçĕме юрататăп, анчах коронавирус инфекциййĕ сарăлнăранпа лару-тăру йывăрланчĕ. Пандеми пуçлансанах çынсем чире кăшăт çăмăлрах парăнтарнă пек туйăнатчĕ. Паян вара йывăр пациентсене илсе килеççĕ. Ака уйăхĕнче «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлеме тытăннăранпа çулталăк çитет. Çак тапхăрта ӳпки 100 проценчĕпех сиенленнисем те чире парăнтарнă тĕслĕхсем пулчĕç.

12 Пуш, 2021

Врачсем, тарифсем

Тÿрĕ лини вăхăтĕнче ялсенчи хăш-пĕр ФАПра врачсем çуккине пĕлтерни Чăваш Ен Пуçлăхĕшĕн Олег Николаевшăн кĕтменлĕх пулмарĕ.

Çамрăксене медицина профессийĕсене тĕллевлĕн вĕрентни çивĕчлĕхе сирме май парĕ. Хальлĕхе вара ытти майпа усă курма тивет: ялсенчи ФАПсенче халăха райбольницăсен врачĕсем графикпа йышăнаççĕ, куçса çӳрекен медпунктсем те пур — вĕсен пулăшăвĕ те курăмлă.

Pages