Комментари хушас

17 Пуш, 2021

«Пирĕн ку кĕрешÿре çĕнтермеллех»

«Эпĕ анестезиолог-реаниматологра 21 çул ĕçлетĕп. Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасра çуралса ӳснĕ. Малтан Шăмăршă больницинче вăй хунă. Шупашкара куçса килни виççĕмĕш çул кăна-ха. Ĕçĕме юрататăп, анчах коронавирус инфекциййĕ сарăлнăранпа лару-тăру йывăрланчĕ. Пандеми пуçлансанах çынсем чире кăшăт çăмăлрах парăнтарнă пек туйăнатчĕ. Паян вара йывăр пациентсене илсе килеççĕ. Ака уйăхĕнче «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлеме тытăннăранпа çулталăк çитет. Çак тапхăрта ӳпки 100 проценчĕпех сиенленнисем те чире парăнтарнă тĕслĕхсем пулчĕç. Амака епле тӳссе ирттересси, тĕрĕссипе, миçе процент пулнинчен килмест. Вăраха кайнă ытти чире пула ковид йывăррăн иртет. Пациентсене сывалма çирĕп тĕллев лартни пулăшать. Анчах ун пеккисем сахалрах. Чылайăшĕн, шел те, депресси пуçланать. Телее, усал ку чир манран пăрăнса иртрĕ пулас. Нумаях пулмасть коронавирусран прививка тутартăм», - каласа пачĕ Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче анестезиолог-реаниматологра тăрăшакан Станислав Кириллов.

«Пĕрре Канаш районĕнчен çĕр те пĕр çулхи кинемее илсе килнĕччĕ. Малтанах вăл пирĕнтен, косманавтсем пек çӳрекенсенчен, питĕ хăратчĕ. Кайран пĕчĕккĕн хăнăхрĕ. Ватă пулин те чире парăнтарма пултарчĕ», - тĕлĕнтерчĕ Станислав Кириллов.

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем республикăри «хĕрлĕ зонăра» тăрăшакан медицина ĕçченĕсемпе «çавра сĕтел» ирттерчĕç. Калем ăстисене темĕн те кăсăклантарчĕ. Тĕрлĕ инфекци ан çулăхтăр тесен мĕн тумалла? Коронавируспа чирлесе ирттернисен мĕнле йĕркене пăхăнмалла? Прививка тутармаллах-и?

«Хĕрлĕ зонăра» çулталăк ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Малтанах йывăртарахчĕ. Çуллахи вăхăтра куçлăх тарлатчĕ. Чир ересрен сыхланмалли çи-пуç меллĕ марччĕ. Каярах хамăр та чирлесе ирттертĕмĕр. Ун хыççăн стресс сирĕлчĕ. Ас тăватăп-ха, авăн уйăхĕнче ковидпа чирлĕ 76 çулти пациента илсе килчĕç. Унăн ӳпки 90 процент сиенленнĕччĕ. Кунсăр пуçне вăл сахăр чирĕпе нушаланатчĕ. Терапи уйрăмĕнче 24 кун выртнă хыççăн хускалма пуçларĕ. 36 кунран больницăран кăлартăмăр. Пирĕн патра ӳпке 80, 90, 100 проценчĕпех сиенленнисем те пурччĕ. Эпир çав чирлисене çăлса хăварма çирĕп тĕллев лартаттăмăр. Вара уйрăмра çав çынсемшĕн пурте пĕрле тăрăшаттăмрччĕ», - каласа пачĕ Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинчи 1-мĕш терапи уйрăмĕн ертӳçи Ольга Викторова. Вăл каланă тăрăх, шурă халатлисене сиплеме тата йывăртарах. Мĕншĕн тесен вĕсем мĕн хыççăн мĕн пулассине лайăх пĕлеççĕ, йăлтах ăнланаççĕ. Стресла лару-тăрăва та ытларах кĕрсе ӳкеççĕ. Коронавирус инфекцине пула сиксе тухнă йывăрлăхсем шурă халатлисене тата çывăхлатнине, туслаштарнине пытармарĕç «çавра сĕтеле» пухăннисем. «Пурте мирлĕ пурнăçа таврăнасшăн паян. Унта çитмелли çул пур: пурин те ковидран прививка тутармалла», - пĕтĕмлтрĕç мероприятире.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчекĕсем

Рубрика: