Комментари хушас

18 Пуш, 2021

Ывăннине ÿкерсе ирттереççĕ

«Радуга» культурăпа курав центрĕ Президент гранчĕсен фончĕ, ЧР Сывлăх сыхлав министерстви тĕревленипе 2020 çулхи раштав уйăхĕнче «COVID фронтĕнче кĕрешекенсен арт-аптечки» социаллă проект хута янă. Республикăри больницăсенче коронавируспа чирлекенсене вырнаçтарнă «хĕрлĕ зонăра» тăрăшакан тухтăрсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. Чăн та, канмасăр темиçе сехет ĕçлекенсен кăмăл-туйăмне лăплантарма тĕрлĕ çĕре тухса çӳреме май килменнине шута илнĕ.

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене «Радуга» центр йĕркелекен проектсемпе паллаштарнă май Нина Смирнова директор «Арт-аптечка» тавра та сăмах пуçарчĕ. Унпа килĕшӳллĕн республикăри сиплев 7 учрежденийĕнче курав йĕркеленĕ, медицина ĕçченĕсен пушă самант тупăнсан алла киçтĕк тытма мольберт вырнаçтарнă, сăрă-киçтĕкпе тивĕçтернĕ. Арт-кĕтесре лăпкă кĕвĕ янăрать. Çын пурнăçĕ-сывлăхĕшĕн куллен кĕрешекенсем çакнашкал пуçарупа кăмăллă. «Ятарлă ширма умĕнче пĕр 5 минут тăни те ывăннине сирме пулăшать», — кăмăлне палăртнă чылайăшĕ.

Çитес вăхăтра «Радуга» центрта проекта пĕтĕмлетĕç, медицина ĕçченĕсен ӳнер хайлавĕсенчен курав йĕркелĕç.

www.hypar.ru Ирина ИВАНОВА сăн ӳкерчĕкĕ.

Рубрика: