Комментари хушас

30 Пуш, 2021

Профилактика мероприятийӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк

Паян Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртрӗ. Видео ҫыхӑнӳ мелӗпе йӗркеленӗскере ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пычӗ, унта районсемпе хуласен администрацийӗсен ертӳҫисем те хутшӑнчӗҫ.

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне чакарас, преступленисен шутне пӗчӗклетес тӗллевпе 2020 ҫулта пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ку енӗпе республикӑра ятарлӑ программӑсем ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн ҫамрӑксен хушшинче наркотиксемпе усӑ куракансене тупса палӑртма медицина тӗрӗслевӗсем йӗркеленӗ, психотроплӑ япаласен сиенӗ пирки калаҫусем, профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ. ЧР ШӖМ наркотиксен ҫаврӑнӑшне сӑнакан управлени пуҫлӑхӗ Денис Шакуров пӗлтернӗ тӑрӑх, уйрӑмах преступниксен каварлашса йӗркеленӗ ушкӑнӗсене тупса палӑртассине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Пӗлтӗр йӗркеленӗ профилактика мероприятийӗсем тухӑҫлӑхпа палӑрнӑ: наркотиксемпе ҫыхӑннӑ преступленисене иртнӗ ҫул ытларах шута илнӗ. Наркоманипе чирлекенсене социаллӑ реабилитаципе тивӗҫтересси те тӗпре. ЧР ӗҫлев министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лариса Арсентьева пӗлтернӗ тӑрӑх, ку енӗпе иртнӗ ҫул вун-вун ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Кунсӑр пуҫне тата ӗҫе вырнаҫма та майсем туса панӑ.

Муниципалитетсенче те наркоманипе кӗрешессине пысӑка хураҫҫӗ. Ларура Шупашкар, Улатӑр хулисенчи, Улатӑр районӗнчи лару-тӑрупа, ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ. Унта ҫамрӑксемпе шкул ачисене усӑллӑ ӗҫе ытларах явӑҫтарма, пушӑ вӑхӑтне тухӑҫлӑ йӗркелеме майсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Волонтерсен, шыравҫӑсен юхӑмне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, муниципалитетсен ертӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, профилактика мероприятийӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: