Врачсем, тарифсем

12 Пуш, 2021

Тÿрĕ лини вăхăтĕнче ялсенчи хăш-пĕр ФАПра врачсем çуккине пĕлтерни Чăваш Ен Пуçлăхĕшĕн Олег Николаевшăн кĕтменлĕх пулмарĕ.

Çамрăксене медицина профессийĕсене тĕллевлĕн вĕрентни çивĕчлĕхе сирме май парĕ. Хальлĕхе вара ытти майпа усă курма тивет: ялсенчи ФАПсенче халăха райбольницăсен врачĕсем графикпа йышăнаççĕ, куçса çӳрекен медпунктсем те пур — вĕсен пулăшăвĕ те курăмлă.

Коммуналлă хытă каяшсемшĕн тӳлесси пирки те калаçу пулчĕ. Тăкака чакармалли мел — каяшсене сортласа уйрăммăн пухасси. Ку вĕсемпе усă курассине йĕркелеме май парĕ. Сăмах май, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенчи хăш-пĕр ялта хытă каяшсене çапла сортласа пухассине тӳрре кăларнă ĕнтĕ, ырă çак тĕслĕхсене республикипех сармалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас