Комментари хушас

23 Пуш, 2021

Республикăра поликлиникăсене çĕнетсех пырĕç

«Пĕр çын сурсан типсе пырать, халăх сурсан кӳлĕ пулать», - çак каларăша аса илтерчĕ паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин анлă ларăвĕнче. Темĕнле йывăр лару-тăрура та сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем çухалса кайманнине, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăннине палăртрĕ вăл.

Олег Алексеевич шурă халатлисене çăмăл мар ĕçĕшĕн чĕререн тав турĕ. Ĕçре хастарлăхĕпе тата пуçарулăхĕпе палăрнисене тĕрлĕ награда пачĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн докладĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн отраслĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, 2021 çулхи тĕллевсене палăртрĕ. Çитес çулсенче республикăри сиплев учрежденийĕсене малалла çĕнетĕç. Муркаш тата Канаш районĕсенче çĕнĕ поликлиникăсем хута ярĕç. Çав вăхăтрах кăçалах çĕнĕ инфекци стационарне тума тытăнĕç. Коллегире РФ Федераци Пухăвĕн сенаторĕ Вадим Николаев, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Николай Владимиров тухса калаçрĕç, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене чĕререн тав турĕç. «Цифра çинчен темĕн чухлĕ каласан та юлашки сăмаха тухтăр калать. Кашни çын расна. Ăста та пултаруллă, чунлă тухтăрсем кăна тĕрĕс йышăну тума пултараççĕ», - палăртрĕç тухса калаçакансем. Пандеми пĕлтĕр пирĕн медицинăна пур енлĕн тĕрĕслерĕ. Пуç усмарĕç шурă халатлисем. Пушшех те, йывăрлăхсем вĕсене çирĕпленме, вăйланма, туслашма, пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнса ĕçлеме пулăшрĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Видео Василий Кузьминăн

 

Рубрика: