Çитмĕл пилĕк çула кайрăм. Çирĕм çул каялла питомникран сакăр барбарис хунавĕ илсе карта хĕррипе лартса тухрăм. Лайăх кайрĕç вĕсем, çырлине те çисе савăнатпăр. Ял çыннисем те манашкал барбарис ÿстересшĕн, хунавне ыйтаççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ çырла вăрринчен хунав çитĕнтерес тесе тапаланатăп. Анчах усăсăр.
Хисеплĕ редакци! Сире çывхарса килекен Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăхлă пулма, пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп.
Нуша килнипе çыратăп. Пĕçĕ сыппи ыратнипе (коксартроз) шар куратăп. Операцисĕр тÿрлетме пулмасть терĕç. Тен, мана халăх меслечĕ пулăшĕ? 88 çулта эпĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
Нумайăшĕ ялсенче тирпей-илем пултăр тесе тăрăшать. Çапах çÿп-çапа çырмана кайса тăкакан та, кирлĕ мар е юрăхсăра тухнă савăта ăçта килчĕ унта пăрахакан та пур. Ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке тумаллах. Пĕчĕк хуласенче е ялта тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çулсерен мĕн чухлĕ укçа уйăраççĕ-ши.
Водитель прависĕр хăварнă вăхăта хăш самантран тытăнса шута илме пуçлаççĕ: суд тивĕçлĕ йышăну тунă хыççăн-и е водитель удостоверенине автоинспекцие парсан-и?
Алексей Т.
Тăвай районĕ.
Алексей ыйтăвне Тăвай районĕн прокурорĕ О.Ястребова хуравларĕ: