Водитель прависĕр - хăçантан?

6 Пуш, 2014

Водитель прависĕр хăварнă вăхăта хăш самантран тытăнса шута илме пуçлаççĕ: суд тивĕçлĕ йышăну тунă хыççăн-и е водитель удостоверенине автоинспекцие парсан-и?

Алексей Т.

Тăвай районĕ.

 

Алексей ыйтăвне Тăвай районĕн прокурорĕ О.Ястребова хуравларĕ:

- Пĕтĕмĕшле правилăна тĕпе хурса РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 32.7 статйипе килĕшÿллĕн ятарлă правăсăр хăварнă вăхăта административлă яваплăх палăртни çинчен калакан йышăну саккунлă вăя кĕнĕ кунран тытăнса шута илмелле. Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ хыççăнхи виçĕ ĕç кунĕнче водителĕн вăхăтлăх удостоверенине автоинспекцие кайса памалла.

Енчен те водитель удостоверение кайса памасан ăна çак документсăр хăварнин вăхăчĕ татăлать. Çавна май хайхи вăхăта шута илччĕр тесен удостоверение Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн органĕсене кайса памалла е ăна çухатни çинчен заявлени çырмалла.

К.НИКОДИМОВ ыйтса пĕлнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.