Ыйту-хурав

28 Пуш, 2014

Ĕçлекен студентăн çăмăллăх пур-и?

Хисеплĕ редакци! Сирĕн хаçатра усăллă канаш яланах тупма пулать. Манăн та ыйту пур. Пирĕн хĕр кăçал институт пĕтерет. Вăл куçăн мар майпа пĕлÿ пухать, çав вăхăтрах хулари пĕр лавккара вăй хурать. Унта вăл 2010 çултанпа ĕçлет. Манăн шухăшпа, вĕренекен ачана сесси вăхăтĕнче отпуск илсен те тÿлемелле. Эпĕ çакăн пирки пĕр хаçатра тахçан вуланăччĕ. Анчах халĕ ĕç паракансем çав отпуска хăйсен шучĕпе кăна параççĕ. Пирĕн ача та сесси вăхăтĕнче çулталăкра икĕ хут отпуск илет, ăна уншăн тÿлемеççĕ. Организаци çапла хăтланса тĕрĕсех тăвать-ши?

22 Пуш, 2014

Кайăксем пирки

Чăваш Енри кайăксемпе туллин паллаштаракан кĕнеке пур-и? Хамăр тăрăхри çунатлă туссем пирки питĕ пĕлес килет. Анчах кăмăла тивĕçтерекен материал тупаймастăп.

С.АНИСИМОВ.

Элĕк районĕ.

Нумаях пулмасть "Чăваш Республикинчи кайăксем. 1 том" монографи кун çути курчĕ. Шел те, кĕнеке хальхи вăхăтра çак темăна çутатакан пĕрремĕш тата пĕртен пĕр ăслăлăх кăларăмĕ шутланать.

21 Пуш, 2014

Ват чулĕ

Пирĕн йăхра ват хăмпинче чул пухăннипе нушаланакансем пур. Мĕншĕн пухăнать-ши вăл; Инкек ан çыпăçтăр тесен мĕн тумалла?

Тамара Сергеева. Куславкка.

Тăвансем хушшинче çак чирпе чирлекенсем пулсан пушшех асăрханмалла. Чи малтанах иммунитета çирĕплетмелле, апат ирĕлтерекен орган сывă пултăр тесе тăрăшмалла. Пыршăлăхри бактерисем ват хăмпине лексе шыçă пуçарма «холецистит» пултараççĕ.

Pages