Мĕнле йĕркеленет-ши?

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текен çамрăк учительсен черечĕ мĕнлерех майпа йĕркеленет-ши? Çакăн пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

Марина В.

Çамрăк учительсем вырăнти хăй тытăмлăх органне ыйту çыраççĕ. Вырăнти влаç органĕсем списоксем тăратсан ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçес текенсен черетне йĕркелет. Паллах, ку ĕçе тунă чухне вăл республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе календарлă çулталăк валли мĕн чухлĕ укçа уйăрнине шута илет. Унтан ведомство списока вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата кредит организацийĕсене ярса парать.

Çамрăк учительсене претендентсен йышне вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен черетне хăçан тăнине шута илсе кĕртеççĕ. Патшалăх пулăшăвне илес кăмăллă вĕрентекенсен списокне комисси - ăна ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ЧР ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсенчен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисенчен йĕркелет - çирĕплетет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.