Ыйту-хурав

17 Раштав, 2015

Пăчкă кĕрпинче те çĕрулми ÿсет

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 48-мĕш номерĕнче çĕрулмине улăм айĕнче ÿстерни пирки çырнăччĕ. Кăсăкланса вуларăмăр. Тепĕр çул хамăр та çак меслетпе улма лартса пăхасшăн. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, пилĕк-çурăма самаях авма тивет. Пирĕн хулара, Çĕмĕрлере, йывăç тирпейлекен фабрика пур, пăчкă кĕрпи нумай. Çĕлулмине пăчкă кĕрпи /опилка/ айне лартма юрать-ши?

Роза ЧЕРМАКОВА.

Çĕмĕрле хули.

17 Раштав, 2015

Пилешĕм, пилеш...

Хаçата тах­çантанпах çырăнса илетĕп, юратса вулатăп. Ман çакна питĕ пĕлес килет. Пилеш йывăçне мĕншĕн касма тата çунтарма юрамасть? Мĕн ачаран ватăсем çапла каланине астăватăп. 63 çула çитрĕм, пахчара чăрмантаракан пилешсене касма шикленетĕп. Сирĕнтен ыйту хуравне кĕтетĕп.

В.ЧЕРНОВ.

Етĕрне районĕ.

17 Раштав, 2015

Шифер сăрлатпăр

Çурт тăррине витнĕ шифера мĕнле сăрламалла-ши? Ку ыйту мана кăна мар, харпăр хăй вăйĕпе çурт лартакансене чылайăшне кăсăклантарать тесе шухăшлатăп.

Владимир П.

Нумайăшĕ пурăнмалли пÿрт тата тĕрлĕ хуралтă çивиттине /тăррине/ хумлă асбестлă цемент листасемпе /шиферпа/ витнине асăрхама пулать. Вăл пăхма илемлĕ, витсе хунă хыççăн унпа ним чухлĕ те тăкакланма кирлĕ мар. 20-30 çултан кая мар чăтать шифер.

Хуçалăх таварĕсем сутакан пысăк лавккасенче сăрăпа витнĕ шифер та туянма пулать-ха паллах.

10 Раштав, 2015

Дивана хамaрах юсатпaр

Диван пичĕ кивелни ăна кăларса пăрахмалли сăлтав мар - çĕнетмелли сăлтав. Çĕнĕ пусмапа сăрса дивана çĕнетсе илемлетме пулать. Çĕнĕ пусма сăрнă чухне унăн формине те кăштах улăштарма май пур.

Çак ĕçе тума специалистсене тытсан самаях тăкакланма тивет. Тĕрĕссипе вара, хăш-пĕр вăрттăнлăхсене пĕлсен, кивĕ дивана çĕнетесси пит кăткăсах та мар.

5 Чÿк, 2015

Брокколи - усăллă çимĕç

Брокколи купăсти пирки сăмах хускатнăччĕ хаçатра. Ăна еплерех акса тумалли çинчен тĕплĕнрех çырса кăлармăр-ши?

Григорий КОНСТАНТИНОВ.

Красноармейски районĕ.

Брокколи - эпир акма хăнăхнă шурă пуçлă купăста пекех ансат ÿсен-тăран. Унăн тăван çĕршывĕ - Вăтаçĕр тинĕсĕн тăрăхĕ. Рим империйĕнче ăна 2 пин çул каяллах çитĕнтернĕ. Усламçă американсем брокколи пахалăхне тивĕçлипе хакланă. Ăна хăйсен валли çеç мар, сутса тупăш тумалăх та çитĕнтерме пуçланă.

Pages