Комментари хушас

17 Раштав, 2015

Шифер сăрлатпăр

Çурт тăррине витнĕ шифера мĕнле сăрламалла-ши? Ку ыйту мана кăна мар, харпăр хăй вăйĕпе çурт лартакансене чылайăшне кăсăклантарать тесе шухăшлатăп.

Владимир П.

Нумайăшĕ пурăнмалли пÿрт тата тĕрлĕ хуралтă çивиттине /тăррине/ хумлă асбестлă цемент листасемпе /шиферпа/ витнине асăрхама пулать. Вăл пăхма илемлĕ, витсе хунă хыççăн унпа ним чухлĕ те тăкакланма кирлĕ мар. 20-30 çултан кая мар чăтать шифер.

Хуçалăх таварĕсем сутакан пысăк лавккасенче сăрăпа витнĕ шифер та туянма пулать-ха паллах.

Сăрламан шиферпа витнĕ çуртăн çийĕ вăхăт иртнĕçемĕн тĕссĕрленет: шифер çурăлать. Нумай чухне çакă çурт лартакансене тивĕçтермест, ăна вĕсем сăрлама тăрăшаççĕ.

Шифера сăрлама пулать тата çапла туни усăллă та. Сăрланă шифер йĕпенсе каясран хăрушă мар, вăл патракланмасть, нумайрах тÿсет. Унсăр пуçне, ун пек пÿрт илемлĕрех курăнать, çурт архитектурине çакă хăйнеевĕрлĕх кĕртет.

Шифера çутта тата атмосфера улшăнăвĕсене тÿсме пултаракан çуллă сăрăпа е эмальпе сăрлаççĕ. Çуллă сăрăсенчен «тимĕр сурин», эмальсенчен ПФ-115, ПФ-133 тата ПФ-1123 ятлисем уйрăмах паха. Кунсăр пуçне, ВН-30 сăрăпа тата КО-174 эмальпе усă курма пулать. Сăрăпа е эмальпе усă курас умĕн инструкципе лайăх паллашăр.

Шиферпа витнĕ пÿрт çивиттине сăрлас умĕн тĕрлĕ çÿп-çапран, тусанран лайăх тасатмалла.

Хĕвел пĕçертекен е çумăр çăвакан вăхăтра, çумăр шывĕ е сывлăм типмесĕр, çавăн пекех сывлăш температури Ç3 градусран сивĕрех чухне сăрлама юрамасть.

Шифера сăрăпа икĕ хут витмелле. Сăрă çирĕп лартăр тесен ăна малтан олифăпа е ятарлă шĕвекпе /грунтовкăпа/ витме ан манăр. Вĕсемпе хăçан тата мĕнле усă курмалли çинчен инструкцире кăтартнă. Олифа тата унпа хатĕрленĕ сăрă лайăх лартăр тесен вĕсене 50 градус таран ăшăтмалла. Анчах çулăм çинче мар, сăрă банкине вĕри шыв савăтне лартса. Сăрăна çÿхерех сийпе витме тăрăшмалла. Кашни сийе типме сывлăш температури 10-15 градус ăшă чухне 24-36 сехетрен кая мар кирлĕ.

Шифера сăрлама алюмини сăрăпа та усă курма юрать. Ăна хăвăр та тума пултаратăр. Алюмини пудрине ХВ-784 е ГФ-166 лак çине ярса лайăх пăтратмалла. Ăна лак йывăрăшĕн 6-10 проценчĕ чухлĕ илмелле. Хатĕр сăрăпа 7 сехет хушшинче усă курмалла.

Шифер йĕпенсе кукăрласран, ăна çавăн пекех шал енчен олифăпа е грунтовкăпа витме юрать.

Пĕр тăваткал метр лаптăка витме 100 грамм олифа е ятарлă шĕвек, 150-200 грамм çуллă сăрă е эмаль кирлĕ.

Пĕрре сăрлани 5-8 çула пырать. Ун хыççăн тепре сăрламалла.

В.ИВАНОВ инженер-строитель хуравланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.