Пăчкă кĕрпинче те çĕрулми ÿсет

17 Раштав, 2015

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 48-мĕш номерĕнче çĕрулмине улăм айĕнче ÿстерни пирки çырнăччĕ. Кăсăкланса вуларăмăр. Тепĕр çул хамăр та çак меслетпе улма лартса пăхасшăн. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, пилĕк-çурăма самаях авма тивет. Пирĕн хулара, Çĕмĕрлере, йывăç тирпейлекен фабрика пур, пăчкă кĕрпи нумай. Çĕлулмине пăчкă кĕрпи /опилка/ айне лартма юрать-ши?

Роза ЧЕРМАКОВА.

Çĕмĕрле хули.

Ыйту хуравне шыраса Раççейри фермерсен уçă Интернет форумĕпе çыхăнтăм. Унта пăчкă кĕрпи айĕнче çĕрулми лартас меслет юрăхлă пулнине каларĕç. Çак ĕçпе аппаланакансем самаях йышлă иккен. Ятарлă сăнавсем ирттерекенсем те пур. Хăшĕ çĕрулмине çĕнĕ пăчкă кĕрпи айне лартать, хăшĕ - кивелнĕ "кĕрпе" айне. Сăнавсемпе паллашнă хыççăн çапларах пĕтĕмлетÿ тума пулать. Сăнав ирттерекенсем те çак шухăша палăртаççĕ: пăчкă кĕрпи айĕнче çĕрулми çитĕнтерме пулать. Анчах çĕнни айĕнче вăл лайăх çитĕнеймест - тутлăхлă япаласем илеймест.

Чи лайăххи - пĕр çул нÿрелсе кăштах çĕрĕшнĕ пăчкă кĕрпи. Ĕç йĕркине çапларах йĕркелемелле. Кĕркунне палăртнă лаптăка чавса тухмалла, çуркунне çĕр ăшăниччен кĕтмелле. Тăпра çине тарăн мар йĕрсем тунă майăн шăтса тухнă çум курăка тăпăлтармалла. Касăсен хушшине ахаль тăпрана лартнă чухнехинчен ансăртарах хăварма юрать, мĕншĕн тесен касăсене купаламалла мар. Йĕрсем çине улмана пăрахса е кăштах пусарса лартса пымалла, кашни кăка йывăç кĕлĕ сапмалла та пĕр шите яхăн /15-20 см/ пăчкă кĕрпи сармалла. Çанталăк типĕ тăрсан улма йăранне шăвармалла.

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх кăштах çĕрĕшнĕ пăчкă кĕрпинче çĕрулмине кирлĕ тутлăхлă япаласем çителĕклĕ. Унта азот, фосфор, кали, кальци пур. Çĕрулми çеçки çурăлса тăкăннă хыççăн йăрана ĕне каяшĕн шывĕпе шăвармалла. Ăна çапла хатĕрлемелле: пĕр витре çĕрмен ĕне каяшне икĕ витре шыв ярса пичкере е бакра пĕр эрне тытмалла, ăна витре пуçне 4 витре шывпа хутăштарса усă курмалла. Пăчкă кĕрпи саланса каясран йăран хĕррине хăмапа картламалла. Йăрансене кăнтăртан çурçĕрелле тăрăххăн вырнаçтармалла. Кун пек тусан çĕрулми кассисене хĕвел лайăх лекет.

Пăчкă кĕрпинче ÿснĕ çĕрулми таса тата яка, тĕрлĕ чир-чĕрпе аптрамасăр çитĕнет. Лартнă улма чирлĕ пулсан йĕпе-сапа çанталăкра çав чир палли тĕмри улмасене лекме пултарать, чылай чухне чир-чĕр лекмест те.

Пăчкă кĕрпинче ÿстернĕ çĕрулми лайăх упранать, унăн тути аван.

Эльвира ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.