Ыйту-хурав

18 Авăн, 2015

Пахчари каюра, çĕр йĕкехÿри

Кăçал пахчара, уй-хирте каюрапа çĕр йĕкехÿри алхассах кайрĕç. Пĕчĕк çиларманĕпе, пушă тимĕр банкăпа хăратма пулать тенине илтрĕм. Туса пăхрăм, пулăшни сисĕнмерĕ. Вĕсенчен хăпмалли халăх мелĕ пур-ши?

Николай Никифоров.

Вăрмар районĕ,

Урнар ялĕ.

Ку ыйтăва хаçатра /«Хресчен сасси» 48, 56 №№/ хускатнăччĕ ĕнтĕ. Халĕ ытти мелпе паллаштарар.

10 Авăн, 2015

Сысна çури суйлар-и?

Сысна çурине пасарта туяннă чухне мĕн пăхмалла? Çурасене çĕпрепе ÿстереççĕ теççĕ те, иккĕленетĕп.

Алина КРАСНОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

1. Сысна çурин пуçĕ, янахĕ тĕрĕс вырнаçнă-и? Асав шăлĕсене катнă-и? Çăварăн асав шăлĕсене 2-3 кунра чухнех катмалла. Асав шăлсем хăмăр тĕслĕ, шăл ретĕнчен кăнтарса тăраççĕ. Вĕсем пурри çурана пăхассине йывăрлатать.

2. Сысна çурин çурăмĕ авăнчăк пулмалла мар.

4 Авăн, 2015

Упа нăрри - сăтăрçă

Пахчана упа нăрри тапăнчĕ. Тымарçимĕçе, тымара, ÿсен-тăран тунине сиенлет. Мĕнле хăпмалла-ши унран?

Лидия Григорьева.

Шăмăршă районĕ.

Упа нăрри пахчаçăна пысăк сăтăр кăтартать. Ăна кайăк та хăратаймасть, çĕрте çăмăллăнах пытанать. Апла мĕн тумалла?

4 Авăн, 2015

Наполеонпа çапăçнă ентешсем

Пирĕн кашнин Тăван çĕршыв историне пĕлмелле, хисеплемелле. Хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ паттăрсене ĕмĕр асра тытмалла. Чăваш Енрен сахал мар çын 1812 çулхи Тăван çĕршыв вăрçине хутшăннă. Камсем вĕсем? Ячĕсем, ăçта çуралса ÿсни паллă-и?

О.БОРИСОВ.

Элĕк районĕ.

Малалла вулас...

Pages