Ыйту-хурав

2 Авăн, 2015

Мĕнле курма пулать-ши?

"Хыпар" хаçатра телекуравсен программи, çав шутра - Чăваш наци телевиденийĕн те, пичетленет. Шел, эпир ăна пăхаймастпăр. Мĕнле курма пулать-ши? Çапла пултăр тесен мĕн тумалла-ши? Ку ыйту мана кăна канăçсăрлантармасть вĕт!

Николай АЛЕКСАНДРОВ.
Вăрнар районĕ,
Уйкас Кипек ялĕ.

 

28 Çурла, 2015

Чапаев сăнарĕ - ÿнер хайлавĕсенче

Василий Чапаева халалланă скульптура, живопиç, графика произведенийĕ сахал мар. Вĕсене кам, хăçан кун çути кăтартнине пĕлес килет.

Ю.ТИХОНОВ.

Тăвай районĕ.

21 Çурла, 2015

Хулари илемлĕ вырăн

«Хыпар» хаçатăн пĕр номерĕнче республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти юханшыв порчĕн коллективĕпе тĕл пулни çинчен çырнăччĕ. Чăваш Енри юханшыв порчĕ миçемĕш çулсенче ĕçлеме пуçланă?

В.АНДРЕЕВ.

Вăрнар районĕ.

Малалла вулас...

28 Утă, 2015

Севастопольти ĕçтешĕсене пулăшаççĕ

Пирĕн республикăри пенси службин ĕçченĕсем Крым тата Севастополь тăрăхĕсенче пулни çинчен тăтăшах илтме пулать. Вĕсем унта мĕн тăваççĕ?

А.ИВАНОВ.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - пенси службин Севастополь хулинчи ятарлă ушкăнĕ асăннă тытăмăн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕç-хĕлне оптимизацилес енĕпе хатĕрленĕ меслетлĕхе тишкерме Шупашкара килнĕ.

24 Утă, 2015

Хăма кăмпинчен тасалма

Тĕпсакайĕнче хăмасем кăвакăшса кăмпаланчĕç. Мĕн тумалла-ши?

Нина Манеева. Канаш районĕ.

Тĕпсакай - хушма хуçалăхра туса илнĕ пахчаçимĕçе, тулли банкăсене упрамалли чи меллĕ вырăн. Ăна çулталăкра пĕр хут лайăх тасатса типĕтмелле. Унсăрăн кăвакăш, пăнтăх кăмпи вăй илет, пахчаçимĕç те хăвăрт çĕрĕшет.

Тĕпсакайне тасатса типĕтмелли вăхăт - июль уйăхĕ.

Кивĕ япаласене, юлнă пахчаçимĕçе кăлармалла.

Тĕпсакайне çÿпĕ-çапăран лайăх тасатмалла. Хăйăра та тăпра таранах пуçтарса илмелле.

Pages