Хăма кăмпинчен тасалма

24 Утă, 2015

Тĕпсакайĕнче хăмасем кăвакăшса кăмпаланчĕç. Мĕн тумалла-ши?

Нина Манеева. Канаш районĕ.

Тĕпсакай - хушма хуçалăхра туса илнĕ пахчаçимĕçе, тулли банкăсене упрамалли чи меллĕ вырăн. Ăна çулталăкра пĕр хут лайăх тасатса типĕтмелле. Унсăрăн кăвакăш, пăнтăх кăмпи вăй илет, пахчаçимĕç те хăвăрт çĕрĕшет.

Тĕпсакайне тасатса типĕтмелли вăхăт - июль уйăхĕ.

Кивĕ япаласене, юлнă пахчаçимĕçе кăлармалла.

Тĕпсакайне çÿпĕ-çапăран лайăх тасатмалла. Хăйăра та тăпра таранах пуçтарса илмелле.

Банкăсем лартнă, пахчаçимĕç /çĕрулми, кишĕр тата ытти те/ упрама усă курнă хăмасене кăлармалла, супăньлĕ ăшă шывпа çуса çил лайăх вĕрекен вырăна е хĕвел çине типме хумалла. Типнĕ хыççăн вĕсене дезинфекцилемелле.

Типĕ çанталăкра тĕпсакай алăкне, чÿречисене /пулсан/ уçса пĕр-икĕ эрне типĕтмелле. Çак вăхăтра нÿрĕклĕх, кăвакăш пĕтет. Унсăрăн пăнтăх кăмпинчен дезинфекциленин усси сахал.

Тĕпсакайне тĕрлĕ мелпе дезинфекцилеме пулать: пăхăр купоросĕ, извеç, фторлă пастăсем тата ытти те. Анчах çакна палăртмалла: асăннă препаратсем çыншăн сиенлĕ, вĕсем тĕпсакайĕнче упранакан пахчаçимĕçре те пуçтарăнма пултараççĕ. Хăшĕ-пĕри хăмасене битум, гудрон, олиф сĕрме, сăрлама сĕнет. Вĕсен витĕмлĕхĕ те нумайлăха мар, çитменнине сиенлĕ. Извеç тата пăхăр купоросĕ вара питех сиенлĕ мар, садра ÿсен-тăрана хурт-кăпшанкăран сыхлама та усă курма юрать.

Тĕпсакайĕнчи кăвакăшпа пăнтăх кăмпинчен хăпма дезинфекци тумалли шĕвеке хатĕрлеме 1 кг сÿнтернĕ извеç /хуçалăх, сăрă-лак лавккисенче сутаççĕ/, 100 г пăхăр купоросĕ кирлĕ. Шывра пăхăр купоросне ирĕлтермелле. Унтан сÿнтернĕ извеçе шывпа уйрăммăн хутăштармалла. Извеç шывне купорос шĕвекне ямалла, пăтратмалла. Киçтĕке шĕвекре йĕпетсе типнĕ хăмасене, тĕпсакай стенисемпе маччине сĕрмелле.

Асăрхаттарни: енчен тĕпсакайĕнче пăнтăх кăмпипе кăвакăш вăй илсен ăна хырса тасатмалла, çав вырăна пăхăр купоросĕпе темиçе хут сĕрмелле. Ун хыççăн стенасене извеçпе пăхăр купоросĕн хутăшĕпе икĕ хут шуратмалла. Хăмасем вăйлă сиенленнĕ пулсан вĕсене çĕннипе улăштармалла, тĕпсакайне антариччен дезинфекцилемелле.

Тĕпсакайĕнчи тăпра çине пăхăр купоросне тăкмалла. Çĕре сăрхăнсан çиелтен извеç порошокне çÿхен сапмалла. Пахчаçимĕç упранакан тăпра çине извеçпе хутăштарнă хăйăра пÿрне хулăнăш сармалла. Вăл ытлашши нÿрĕке туртса илет, пăнтăх кăмпине сарăлма памасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.