Пахчари каюра, çĕр йĕкехÿри
Кăçал пахчара, уй-хирте каюрапа çĕр йĕкехÿри алхассах кайрĕç. Пĕчĕк çиларманĕпе, пушă тимĕр банкăпа хăратма пулать тенине илтрĕм. Туса пăхрăм, пулăшни сисĕнмерĕ. Вĕсенчен хăпмалли халăх мелĕ пур-ши?
Николай Никифоров.
Вăрмар районĕ,
Урнар ялĕ.
Ку ыйтăва хаçатра /«Хресчен сасси» 48, 56 №№/ хускатнăччĕ ĕнтĕ. Халĕ ытти мелпе паллаштарар.
КАЮРА. Унăн шăтăкне шыв ямалла. Çиеле тухнă каюрана тытмалла.
Лаптăк йĕри-тавра вĕтĕ шăтăклă тимĕр сетка тытмалла. Ăна çĕр айне çур метртан кая мар чавса хумалла. Анчах ĕçе тытăниччен каюрана лаптăкран хăваласа ямалла. Ку пĕчĕк лаптăкшăн меллĕ.
Сухан, ыхра ытларах лартмалла. Каюра сухан, ыхра шăршине килĕштермест. Анчах пахчаçимĕç пуçтарса кĕртсен каюра каллех таврăнма пултарать. Кăшлакан чĕрчунсем пăрçа йышши культурăсенчен пăрăнаççĕ. Нарцисс, бархатцы, уçланкă курăкĕ, хурхух та каюрана пахчаран кайма хистет.
Каюра шăтăкне шăршлă япала /тислĕк, пăсăлнă пулă пыршă-пакартине/ хумалла. Юрă-кĕвĕ хыттăн янăратни те, петарда та çак чĕрчуна вырăнтан хускатмалла. Йытта е кушака пахчара ирĕклĕн çÿретмелле. Вĕсем каюрана тытаççĕ.
1Ĕ4 стакан касторка çăвне 2 апат кашăкĕ чашăк-тирĕк çумалли шĕвекпе хутăштармалла. Кăпăкланса çăралсан пĕр витре шыва 2 апат кашăкĕ çак хутăша ямалла. Каюра шăтăкне шăвармалла,
Пĕрене-хăма тасатмалли шĕвеке 1/4 стакан авăртнă хĕрлĕ пăрăç, 1/4 стакан касторка çăвĕ ярса пăтратмалла. Çÿлерех асăннă мелпе усă курмалла.
Çакна ан манăр: каюра çĕре кăпкалатать, лăймака хурта, ытти сăтăрçа тĕп тăвать. Апла унран усси те пур.
ÇĔР ЙĔКЕХŸРИ. Ăна тĕп тумалли анлă сарăлнă мел - унăн шăтăкне шыв яни. Килте йытă-кушак усраканăн ку йывăрлăх çук темелле.
Çĕр йĕкехÿрине пĕтермелли наркăмăш та нумай. Анчах вĕсемпе асăрханмалла, вăл çыртнă пахчаçимĕçе çиме юрамасть. Им-çам ăна тÿрех ураран ÿкереймест. Наркăмăшланнă йĕкехÿре пахчара хуçаланма, тымарçимĕçе сиенлеме ĕлкĕрет. Çак чĕрчун çыншăн, выльăх-чĕрлĕхшĕн хăрушă чир-чĕр сарма пултарать. Кил-тĕрĕшре асăрхасанах унран хăпма тăрăшмалла. Чи малтан йĕкехÿререн хăраман кушак ĕрчетĕр, уйрăмах амине.
Тĕпсакайне, вите-сарайне вĕтетнĕ йывăç кĕл сапмалла: 5 тăваткал метра 1 витре. Кĕл сăтăрçăн тути-çăварне, ура лаппине ыраттарнипе вăл урăх вырăна куçĕ. Йĕплĕ шăши куршанакне сапаласа пăрахмалла.
Строительство гипсĕпе тулă çăнăхне /1:1 виçепе/ хутăштармалла. Наркăмăшлă илĕртмĕш çуррине турилккене ярса вăл çÿрекен вырăна лартмалла. Юнашар - шыв савăчĕ. Ăна çисен темиçе минутран хутăш хырăмĕнче хытнипе вилет. Пĕри вилсен çав вырăнтан ыттисем тараççĕ. «Шторм» таблеткăна та вĕсем çÿрекен вырăна хумалла.
Комментари хушас