Дивана хамaрах юсатпaр
Диван пичĕ кивелни ăна кăларса пăрахмалли сăлтав мар - çĕнетмелли сăлтав. Çĕнĕ пусмапа сăрса дивана çĕнетсе илемлетме пулать. Çĕнĕ пусма сăрнă чухне унăн формине те кăштах улăштарма май пур.
Çак ĕçе тума специалистсене тытсан самаях тăкакланма тивет. Тĕрĕссипе вара, хăш-пĕр вăрттăнлăхсене пĕлсен, кивĕ дивана çĕнетесси пит кăткăсах та мар.
Ĕçе пуçличчен дивана лайăх тĕрĕслемелле: унăн пайĕсем, пружинисем пăсăлман-и? Вĕсем хытах пăсăлнă пулсан дивана çĕнетесси кăлăх ĕç, çĕннине туянни лайăхрах. Юсама шутларăр-тăк кирлĕ вĕтĕр-шакăра туянмалла. Сăрмалли пусма гобелен е велюр пулсан аванрах. Унăн сарлакăшĕ пĕр метр çурă, вăрăмăшĕ 7 метр кирлĕ.
Кирлĕ ытти япаласем: çирĕп пусма - 2 метр, пальто çĕлемелли пусма - 3 метр, икĕ кивĕ çăм утиял, палас - 1,5-2 метр, поролон - аякĕсене çĕнетсе улăштарма, капрон çип, хĕреслĕ тимĕр шпунтсем, саморезсем, фанера, сĕтел-пукан степлерĕ, çилĕм, цинкланă пăралук /0,16 см диаметрли/.
Чи малтан дивана пайлама пуçлатпăр. Кашни пайне кăранташпа çырса палăртатпăр /номерлетпĕр/. Ку дивана пуçтарнă чухне арпашăнасран кирлĕ. Хăш-пĕр пайĕсем пăсăлнă пулсан çĕннипе улăштармалла. Унтан дивана каялла пуçтарма тытăнатпăр. Кашни пайне çилĕм сĕрсе шпунтпа çирĕплетмелле. Кивĕ детальсене шаблон пек усă курса фанертан юрăхсăра тухнă пайсене касса кăлармалла, степлерпа çилĕм сĕрнĕ диван хапи /каркас/ çумне çирĕплетмелле, çиелтен утиялпа витмелле. Пружинăсем çирĕпех-и? Тĕрĕслемелле, кирлĕ пулсан çирĕплетмелле. Унтан пружинăсене паласпа витетпĕр. Кирлĕ виçерен 4-5 сантиметр пысăкрах илсе касатпăр, усăнмалла хуратпăр, 5 сантиметрлă сăхăмпа çĕлесе тухатпăр. Унтан палас çине кивĕ утияла хуратпăр. Вăл паласа хупласа тăмалла. Диван чехолне маларах хатĕрлемелле, ăна кивĕ диван çийĕпе калăпласа çĕлеме пулать. Çĕлемелли çип питĕ çирĕп пулмалла. Чехола диван айĕнчи хашакĕ çумне степлерпа çирĕплететпĕр.
Диван аякĕсене хăвăра кирлĕ пек улăштарма поролон е синтепон пулăшать. Малтан пальто пусмине диван аякĕн айĕнчен çирĕплетсе сăратпăр, поролона кирлĕ пек хурса тытăнтаратпăр: унтан хатĕрленĕ чехола тăхăнтартатпăр, аякĕсене тĕп хапи çумне çирĕплететпĕр. Диванăн хыçал енне те пусмапа сăратпăр, чавсаланмалли /подлокотник/ пур пулсан ăна çирĕплететпĕр.
Юсав ăнăçлă пулсан хăвăр алăпа çĕнетнĕ япала мăнаçлăх кÿрет, тата темиçе çул хăтлăхĕпе савăнтарать.