Пилешĕм, пилеш...
Хаçата тахçантанпах çырăнса илетĕп, юратса вулатăп. Ман çакна питĕ пĕлес килет. Пилеш йывăçне мĕншĕн касма тата çунтарма юрамасть? Мĕн ачаран ватăсем çапла каланине астăватăп. 63 çула çитрĕм, пахчара чăрмантаракан пилешсене касма шикленетĕп. Сирĕнтен ыйту хуравне кĕтетĕп.
В.ЧЕРНОВ.
Етĕрне районĕ.
Пилеш пирки халăхра каланисем чылай. Çакă чи малтанах пилеш усăллă, сиплĕ йывăç пулнипе çыхăннă-тăр. Пилеш пиçĕ йывăç. Вăл лайăх авăнать, хуçăлмасть. Унран килте усă курмалли ĕç хатĕрĕсене чылай хатĕрленĕ. Кашта, пĕкĕ, кĕрепле-кĕреçе аври, савăт-сапа т.ыт.те. Авал хăш-пĕр çĕршывсенче пилешре асамлă вăй пытарăннă тесе шухăшланă. Вăл «усал вăйсене хирĕç тăрать, хăйне пăхакан çынна хÿтĕлет» тесе ĕненнĕ. Унăн çырлинчен шăрçасем туса çакнă, хĕл валли типĕтсе хатĕрленĕ.
Чăнах та пилеш çырлипе тĕрлĕ чир-чĕртен сипленме пулать. Çуркунне типĕтсе хатĕрленĕ çырларан чей-компот вĕретсе ĕçни авитаминозран упранма пулăшнă, вăй кĕртнĕ. Унăн хуппинчен те тĕрлĕ отвар хатĕрленĕ. Усăлăхне, илемне кура çак йывăçа хисеплесси, юратасси çирĕпленнĕ те ĕнтĕ халăхра. Ăна ахалех хуçса-касса пĕтересрен асăрханса каланисем вăхăт иртнĕçемĕн тĕшмĕш сĕмĕ йышăннă. Пилешре чăнах та асамлă хăват пуррине, тен, паянхи этем ĕненсех те каймасть пулĕ.
Тĕрĕссипе вара пилеш ытти йывăç пекех. Вăл йĕри тавра хунавланса хăйĕн çемйине аталантарма пăхать, хунавсене иртмесессĕн лаптăк чăтлăхланса каять, ытти вырăна пусарма пуçлать.
Мĕнпур йывăç-тĕме пăхса тăратпăр: туратсене иртетпĕр, касатпăр, лартатпăр. Пилеше те çавнашкалах пăхмалла. Енчен те пилеше пачах касма юрамасть-тĕк унран пĕкĕ мĕнле авăтчĕç? Çавăнпа, тĕшмĕше уяса кăмăла ан пăсăр. Кил-çурта, пахчана тирпейленĕшĕн никама та çылăх пулас çук, сăвап çеç пулĕ.
Пилешпе çыхăннă каларăшсем, тупмалли юмахсем, халăх сăнанисем нумай.
- Пилеш çырли нумай пулсан хĕл вăрăм тата сивĕ килет.
- Пилеш çеçки çурăлать - хăяр лартма юрать, йĕтĕн акаççĕ.
- Пилеш кая юлса çеçке çурать - кĕр вăрăма тăсăлать.