Спорт

16 Çу, 2014

Çĕнтерÿçĕсене - пылак парне

Шупашкарти тăлăх ачасен çуртĕнче "Атăлçири спорт Олимпĕ" ăмăрту иртнĕ. "Ачалăха тавăрар" тупăшăва ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене социаллă пулăшу памалли общество проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унăн девизĕ: "Пĕр кун та - спортсăр".

15 Çу, 2014

Вут-шу - чăваш халăхĕн çапăçу ÿнерĕ

Çапла çирĕплетет йăхташăмăрсен çапăçу ÿнерне чĕртсе тăратма ĕмĕтленекен Алексей РОМАНОВ. Чăваш халăхĕн авалхи ÿнерĕ çинчен вут-шу шкулĕн çул пуçне каласа пама ыйтрăм.

- Алексей Егорович, чăваш халăхĕн авалхи çапăçăвĕн хăйне евĕрлĕхĕ мĕнре-ши?

15 Çу, 2014

Чемпионран тĕслĕх илет

Куславкка хулинчи 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Дмитрий Константинов тăватă çул каялла, уйра мечĕк хăваласа чупнă чухне, футболист пулма ĕмĕтленнĕ. Çав тĕллевпех юлташĕсемпе пĕрле спорт шкулне çул тытнă. Анчах футбол секцине çырăнас вырăнне вĕсем кире пуканĕ йăтакансен ушкăнне лекнĕ.

15 Çу, 2014

Кашни ăмăртуран - парнепе

Ярмушкасем спортпа туслине пĕрре мар илтнĕ. Пĕрремĕш хут вĕсем çинчен район администрацийĕнче ĕçченĕ каласа панăччĕ. Çав тапхăртанпах Вăрнар тăрăхне кайса курас шухăшпа пурăнтăм. Çула тухма вăхăт тупрăмах: ăста спортсменсем патне шкула васкарăм.

Шкул ача-пăча сассипе илемлĕ

13 Çу, 2014

Шупашкартан - Олимп вăййисене

Çак кунсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çĕр-шыв атлечĕсем çĕртме уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Китайра çамрăксен хушшинче иртекен Олимп вăййисене хутшăнма путевка çĕнсе илессишĕн тупăшнă.

Pages