Спорт

22 Çу, 2014

«Туриада» старт илнĕ

Çак кунсенче Сарă ту облаçĕнчи «Хвалынский» курорт территорийĕнче федерацин Атăлçи округĕн «Туриада - 2014» спорт-туризм лагерĕ ĕçлеме пуçланă.

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хушăвĕпе йĕркелекен мероприяти пĕрремĕш хут пĕлтĕр иртнĕ. Кăçал лагере 14 регионтан 600 ытла студентпа шкул ачи хутшăнать. Çамрăксем спорт туризмĕн тата спорт ориентировкин дистанцийĕсенче ăмăртĕç, тĕрлĕ конкурсра тупăшĕç, ăсталăх сехечĕсемпе культура мероприятийĕсенче хăйсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

21 Çу, 2014

Хамăр спортсменсемпе мухтанатпăр

Тĕнче тата Европа шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртуран пысăк çитĕнÿсемпе таврăннă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене чысласси йăлана кĕчĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви йĕркеленĕ савăнăçлă мероприяти ку хутĕнче «Спорт» хăна çуртĕнче иртрĕ.

20 Çу, 2014

Спорт керменĕсем малашне те çĕкленĕç

Çапла пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти спорт объекчĕсене çитсе курнă хыççăн. Строительство ĕçĕсем пыракан хăш-хăш керменпе паллашнă-ха вăл? Кун çинчен «Хыпар» хаçатăн ыранхи кăларăмĕнче вуласа пĕлме пулать.

20 Çу, 2014

Юбилее халалланă ăмăртусем

Çитес çул Раççейре йывăр атлетика тата кире пуканĕн спорчĕ аталанма пуçланăранпа 120 çул çитет. Тимĕр вăййине юратакансен кружокне пирĕн çĕр-шывра пуçласа Санкт-Петербургри паллă врач В.Краевский хăйĕн килĕнче 1895 çулта йĕркеленĕ. Çывхарса килекен юбилее халалласа çĕр-шыври тĕрлĕ хулара, çавăн пекех чăваш Енре те, пысăк ăмăртусем ирттерме тытăнчĕç. Хăш-пĕр турнирта хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, спорт ветеранĕ Петр СИДОРОВ пулнă.

Тĕплĕнрех - çĕнĕ номерте.

Pages