Спорт

3 Çĕртме, 2014

Çăлтăрпа - зарядкăна

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăлтăрпа пĕрле ачасен ирхи зарядкине хутшăннă. Хĕрлĕ лапамра сывлăх уявĕ садиксенчи 15 пин ачана тата вĕсен ашшĕ-амăшне пухнă.

2 Çĕртме, 2014

Амăшĕн мухтавĕ - ывăлĕсем

«Интернат - пурнăç шкулĕ. Унта ÿсмен тăк чемпион пулайăттăм-ши?» - çак шухăшпа канăçсăрланнă кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнче рекордне 11 хут çĕнетнĕ Сергей Кириллов. Чăннипе, çĕр-шыври тимĕр вăййипе туслисен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ тăлăх мар.

2 Çĕртме, 2014

Пирĕн ентеш - çĕр-шыв чемпионки

Чăваш Енре, ирĕклĕ мелпе кĕрешекен йышлă. Çавăнпах пулĕ пирĕн республикăра олимпçăсене хатĕрлекен спорт центрĕ тума палăртнă. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче çĕр-шыв чемпионачĕ иртрĕ. Мĕнлерех кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтерчĕ-ха ăмăрту?

Pages