Комментари хушас

28 Çу, 2014

Пирĕн çамрăксем - «Туриада» çĕнтерÿçисем

Çак кунсенче Сарă ту облаçĕнчи «Хвалынский» курорт территорийĕнче федерацин Атăлçи округĕн «Туриада - 2014» спорт-туризм лагерĕ ĕçленĕ.

РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хушăвĕпе ирттерекен мероприятие кăçал 14 регионтан 600 ытла студентпа шкул ачи хутшăннă. Çамрăксем спорт туризмĕн тата спорт ориентировкин дистанцийĕсенче ăмăртнă, тĕрлĕ конкурсра тупăшнă, ăсталăх сехечĕсемпе культура мероприятийĕсенче хăйсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарнă.

«Туриадăра» Чăваш Ен чысне 40 çамрăк хÿтĕленĕ. ЧР спорт туризмĕн федерацийĕн президенчĕ Владимир Атачкин ертсе пыракан ушкăн мĕн пур конкурспа ăмăртура вăй виçсе 10 медаль çĕнсе илнĕ. Пирĕн ентешсем «Атăлçи, сана юрататăп» фотоконкурсра, велосипедпа чупса ?Валентина Винокуровăпа Ольга Тимофеева%, туризм маршручĕ хатĕрлес енĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă. «Чĕре кĕвви» автор юррисен конкурсĕнче, сĕтелçи теннисла выляс енĕпе тата мини-футбол турнирĕнче виççĕмĕш кăтартупа палăрнă. Спорт-туризм лагерĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен команди пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Тутарстан тата Мари Эл командисем - призерсем. Аса илтеретпĕр: пирĕн ентешсем 2013 çулта та лагерьтен медальсемпе таврăннăччĕ.

Чăваш Ен командине Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.