Шупашкар коопераци институчĕн студенчĕсем - чи маттуррисем
Çакнашкал пĕтĕмлетÿпе вĕçленчĕç аслă шкулта иртнĕ Раççей коопераци университечĕн филиалĕсенче вĕренекен студентсен ăмăртăвĕсем. Шупашкарти пулас кооператорсем чылай тупăшура мала тухса Чăваш Ен спорт регионĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
«Пысăк çемьере» пин-пин çамрăк вĕренет
Раççей коопераци университечĕ - çĕр-шыври чи пысăк аслă шкулсенчен пĕри. Тĕрлĕ регионта 24 филиал ĕçлет, унта пин-пин çамрăк пĕлÿ илет. Студентсем вĕренÿре те, пултарулăхра та тăрăшуллă, общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ, спортпа та туслă. Аслă шкулта экономистсене, юристсене, кооператорсене, бухгалтерсене, менеджерсене, суту-илÿ ĕçченĕсене, рекламщиксене тата ытти специалиста хатĕрлеççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн дипломне алла илнисем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ.
«Раççей коопераци университечĕн пысăк çемйишĕн пултарулăх ушкăнĕсен «Университетăн çĕр таланчĕ» фестивалĕ чи пысăк уявсенчен пĕри. Çакнашкал мероприятисем тĕрлĕ регионта пурăнакан студентсене пĕр-пĕринпе курса калаçма, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма май параççĕ. Аслă шкулта маттур вун-вун спортсмен пĕлÿ илет, çавăнпа кăçал фестивальпе пĕрле Универсиада ирттерме йышăнтăмăр. Студентсен ăмăртăвĕсене пуçармашкăн пирĕн çĕр-шывра Хĕллехи Олимп вăййисем иртни те хĕтĕртрĕ. Университетăн чи пысăк филиалĕсенчен пĕри вăл - Шупашкарти коопераци институчĕ. Пĕрремĕш ăмăртусене йĕркелеме ăна шанса патăмăр, мĕншĕн тесен кунта хастар та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ», - терĕ Раççей коопераци университечĕн ректорĕ Владимир Кривошей. Чăваш Ене пĕрре мар килсе курнăскер филиал ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă, спорт уявне мĕнле шайра йĕркелени те килĕшнĕ ăна.
Спортпа туслисен шкулĕ
Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсен çитĕнĕвĕсене кура çапларах калама май пур. Чăн та, вĕренÿ учрежденийĕ пултаруллă спортсменсене çитĕнтерет. Кооператорсен мухтавĕ - унтан вĕренсе тухнă паллă спортсменсем. Хăй вăхăтĕнче институтра çăмăл атлетика енĕпе Европа тата тĕнче чемпионки, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ольга Егорова пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ çулсенче институтран каратэ енĕпе Европа чемпионачĕн призерĕсем Кирилл Прокопьев, Владимир Ким, Александр Аввакумов* пултаруллă самбист, çĕр-шыв чемпионĕ Сергей Чернов вĕренсе тухнă. Паянхи студентсем те пысăк çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Акă, 2-мĕш курсра вĕренекен Владимир Алексеев самбист кăçал Европа ăмăртăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, иртнĕ çул тĕнче турнирĕнче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Спорт мастерĕн кандидачĕ Виктория Кустина - биатлон енĕпе Чăваш Ен тата Атăлçи округĕн чемпионки, Никита Трофимов каратист - Европа чемпионачĕн призерĕ.
Институтра спортăн анлă çулĕпе утса тухнă преподавательсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Александра Деверинская. Чăваш Енре хăвăрт утас енĕпе тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçине тата рекордсменкине пĕлмен çын та çук пулĕ. 1985 çулта пирĕн ентеш тĕнче Универсиадинче çĕр-шыв чысне хÿтĕленĕ. Физкультурăпа спорт кафедрин паллă тепĕр преподавателĕ вăл - паллă баскетболçă Ульяна Агеева. Вун-вун ăмăрту çĕнтерÿçи паян çамрăк ăрăва баскетбол вăрттăнлăхĕсене вĕрентет. Палăртма кăмăллă: институт баскетболисчĕсем республикăра чи вăйлисен йышĕнче, пикесен команди республика чемпионатĕнче 8 хут çĕнтернĕ.
Физкультурăпа спорт кафедрин ертÿçи Николай Шашкин пĕлтернĕ тăрăх - студентсем уйрăмах çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче мала тухаççĕ, волейболпа футбол командисем те ăнăçлă выляççĕ. Тĕслĕхрен, футболистсем те кашни çул аслă шкулсен спартакиадинче малти вырăнсене йышăнаççĕ, волейболистсем Пĕтĕм Раççейри Универсиадăра пултарулăх кăтартаççĕ.
Институтăн спорт бази те пуян. Пысăк спортзал - баскетболистсемпе волейболистсен тĕп вырăнĕ, сĕтелçи теннисла выляма та хатĕрсем çителĕклех, çуллахи кунсенче футболистсем спорт лапамĕнчен тухма пĕлмеççĕ, атлетсем те унта кунсерен тренировкăна тухаççĕ. Тренажер, аэробика, сиплев физкультурин пÿлĕмĕсенчен те çын татăлмасть.
Пирĕн ентешсем - пĕрремĕш чемпионсем
Студент çулĕсем - чи асамлă та хаваслă вăхăт. Вĕсем пур енĕпе те малта пулма тăрăшаççĕ. Раççей коопераци университечĕн Универсиадинче те чи вăйлисем тупăшрĕç. Ăмăрту программинче - спортăн тĕрлĕ енĕ: Шупашкар, Мускав, Волгоград, Хусан, Саранск, Краснодар, Сарă ту облаçĕнчи Энгельс хулисенчи хĕрсемпе каччăсен командисем баскетбол, волейбол, мини-футбол, сĕтелçи теннис турнирĕсенче ăмăртрĕç, атлетсем кросра тата эстафетăра мала тухассишĕн тупăшрĕç, кĕрешÿçĕсем университет чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç.
Коопераци институчĕн чысне спортăн тĕнче класлă мастерĕ, чылай марафон çĕнтерÿçи Альбина Майорова хÿтĕлерĕ. Аслă шкулта куçăн мар майпа вĕренекенскер кросс ăмăртăвĕн стартне тухрĕ. 2000 метрлă дистанцие миçемĕш вĕçлерĕ тетĕр-и - паллах, пĕрремĕш. Икĕ Олимпиадăна хутшăннă спортсменкăшăн, хăй пĕлтернĕ тăрăх - ку тренировка кăна. «Кунне 20-25 километр чупатăп, ăмăртăва хатĕрленнĕ чухне 35 çухрăм та парăнтаратăп. Кашни ăмăртура вăй пухатăп, вĕсем пысăкрах турнирсене хутшăнма хавхалантараççĕ», - терĕ вĕреннĕ хушăрах Европа чемпионатне хатĕрленекен марафонçă. Çамрăксем унран тĕслĕх илеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ: 1-мĕш курсра вĕренекен пулас экономистсем Надежда Ивановăпа Мария Комарова кросменсен тупăшăвĕнче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Каччăсен ушкăнĕнче те Шупашкарсене çитекенни пулмарĕ: Атăлçи округĕн тата çĕр-шыв ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи, 2-мĕш курс студенчĕ Евгений Плотниковпа çăмăл атлетикăпа ачаран туслă Константин Елисеев дистанцие малтан вĕçлерĕç. Çапла вара пирĕн ентешсем кросра çĕнтерсе пухмача чи пысăк очкопа пуянлатрĕç. Эстафета пĕтĕмлетĕвĕсем те савăнтарчĕç: Шупашкарти коопераци институчĕн команди - чи вăйли. Тĕлĕнмелле те: волейбол, баскетбол, сĕтелçи теннис турнирĕсенче те пирĕн студентсен командисем - пĕрремĕш вырăнта! Массăллă тупăшусенче - вĕрен туртас тата михĕ тăхăнса сикес енĕпе - Шупашкарсем хастар пулчĕç, пурне те парăнтарса пĕрремĕш кăтартупа палăрчĕç. «Пирĕннисем мини-футболла та аван выляççĕ, анчах ку хутĕнче вĕсен - «бронза». Çурма финалта каччăсем Сарă ту облаçĕнчи Энгельс командине 3:1 шутпа çĕнтерчĕç», - пĕлтерчĕ ăмăртăвăн тĕп секретарĕ, институтăн спорт клубĕн ертÿçи В.Кильнесов.
Спорт тупăшăвĕсем вĕçленнĕ хыççăн студентсем «Раççей коопераци университечĕн çĕр таланчĕ» фестивале пухăнчĕç. Тĕрлĕ регионти пултарулăх ушкăнĕсем куракансене илемлĕ юрă-ташăпа, хаваслă вăйă-кулăпа савăнтарчĕç. Уяв вăхăтĕнчех Универсиада çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысларĕç. Куçса çÿрекен кубока Шупашкарти коопераци институчĕ тивĕçрĕ. «Эпĕ сирĕнпе мухтанатăп, Универсиадăн пĕрремĕш чемпионĕсем! Сирĕн ятăрсем ăмăртăвăн кун-çулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕç. Малашне те пире пысăк çĕнтерÿсемпе савăнтарăр», - хавхаланса пĕлтерчĕ аслă шкул ректорĕ Валерий Андреев маттур студентсене тав туса.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ
сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас